Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Михаил Васильевич саламӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 04.06.2011 06:03 | 1866 хут пӑхнӑ

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Ульяновск облаҫӗнче иртекен Чӑваш Республикин

Культура кунӗсене хутшӑнакансем тата Пӗтӗм Раҫҫейри «Акатуй» чӑваш наци уявӗн хӑнисем!

 

Раҫҫейри чӑвашсем йышлӑн пурӑнакан регионсем хушшинчи культура ҫыхӑнӑвӗсем ҫултан-ҫул ҫирӗпленсе, вӑйланса пыраҫҫӗ. Ульяновск облаҫӗнче иртекен Чӑваш Республикин Культура кунӗсем тата Пӗтӗм Раҫҫейри «Акатуй» чӑваш наци уявӗ — пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗн, туслӑн хутшӑнса ӗҫленине ҫирӗплетекен ырӑ тӗслӗх.

Чӗмпӗр ҫӗрӗ чӑваш культурипе искусствин тата ҫут ӗҫӗн вун-вун паллӑ ӗҫченне ҫуратса ӳстернӗ. Ҫак пархатарлӑ вырӑнтах Уралпа Атӑл тӑрӑхӗнчи вак халӑхсене ҫутта кӑларас енӗпе ырми-канми тӑрӑшнӑ, тӑван халӑхне ҫырулӑх тата Ҫӗнӗ Халалӑн Турӑ Ҫырӑвӗсене парнеленӗ Иван Яковлевич Яковлев паллӑ ҫутта кӑларакан ҫуралса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑнӑ.

Ҫак тӑватӑ кун илемлӗхе юратакан ҫынсен чӗринче чи ҫутӑ туйӑмсемпе палӑрса юласса, вӗсене чӑваш наци культурипе историйӗн калама ҫук пуян еткерӗпе туллин паллашма, Ульяновск облаҫӗпе Чӑваш Республики хушшинчи культура ылмашӑвӗсене кӑна мар, чӑваш ҫыннисем пурӑнакан Раҫҫейри пӗтӗм регион, ҫавӑн пекех ун тулашӗнчи мӗнпур вырӑн хушшинчи культура ылмашӑвӗсене те анлӑрах тума пулӑшасса шанса тӑратӑп. Уяв витӗмӗ чӑваш тӗнчин хастарӗсене ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарасси тата малашлӑхра шанчӑклӑн туйма ҫӗнӗ вӑй-хал парнелесси пирки те иккӗленместӗп.

Ҫирӗп сывлӑх, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, ырлӑх тата телей сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин

Президенчӗ М. Игнатьев

#саламсем, #Чӗмпӗр, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Акатуй

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем