Тунтикун Шупашкарти хӑш-пӗр районӗсенче ҫутӑ пӗтнӗччӗ. Теприсене ҫакӑ шырлӑх та кӳнӗ — техника ҫунса кайнӑ тӗслӗхсем паллӑ пулнӑ. 18 пин ҫын вӑхӑтлӑх ҫутӑсӑр юлнӑччӗ.
Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх пӑтӑрмах сӑлтавӗ «Южная-2» (чӑв. 2-мӗш кӑнтӑрти) сывлӑшри линин 34-мӗш юпи ҫывӑхӗнче пралуксем перӗннипе (кӗске замыкани пулса иртнӗ) ҫыхӑннӑ. Халь ку тӗлӗшпе тӗрлӗ ведомство ҫыннисенчен йӗркеленӗ ушкӑн тӗпчев ирттерет, унӑн пӗтӗмлетӗвне 20 кун хушшинче пӗлтерме шантараҫҫӗ.
Техника ҫунса кайнипе шар курнӑ ҫынсен ертӳлӗх компанисене е «Чувашская энергосбытовая компанине» (чӑв. Энергипе тивӗҫтерекен чӑваш компанийӗ) ҫитмелле. Енчен те шырлӑх кӳнине саплаштарма килӗшмеҫҫӗ пулсан — суда ҫитме тивӗ.