Ҫитес эрнекун, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн археологӗсем пресс-конференци ирттерӗҫ. Унта вӗсем 2016 ҫулта мӗн тӗпченине, ӑҫта тата мӗн чавнине каласа парӗҫ. Унсӑр пуҫне кӑҫалхи плансемпе те паллаштарӗҫ. Пресс-конференцине килнисене вӗсем пӗлтӗр шыраса тупнӑ чи кӑсӑк япаласене кӑтартӗҫ. Мероприяти 10 сехетре пуҫланӗ.
Каласа хӑварас пулать, пӗлтӗр чӑваш археологӗсем виҫӗ вырӑна тӗпченӗ. Пӗри — мезеолит вӑхӑтӗнчи Мукшум-XVIII (вӑл Йӑлӑм енче вырнаҫнӑ). Теприсем — Вӑрнар районӗнчи Сентимӗр ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ II-III ӗмӗрсенчи Улӑп тӑпри тата Каҫал тӑрӑхӗнчи Хырхӗрри ҫывӑхӗнчи ял вырӑнӗ (XIV–XV ӗмӗрсем). Архологсем ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле тата Пӑрачкав тӑрӑхӗсенче авалхи палӑксен вырӑнӗсене шыранӑ. Ку ӗҫ ахаль иртмен, вӗсем I пинҫуллӑхри археологи палӑкӗсене тупса палӑртнӑ.
Археологсен ӗҫӗпе тӗплӗрех пресс-конференцире паллашма пулӗ.