Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри тӗп шкулӗ ҫак кунсенче тӗрлӗрен пулӑмсемпе пуян пулнӑ. Вӗсен шутне 5-7 классем валли ятарласа ирттернӗ «Хаваслӑ стартсене» кӗртмелле. Кашни класс ултӑ ачаран тӑракан команда хатӗрленӗ: виҫшер арҫын ача тата виҫшер хӗрача. Малтанах хутшӑнакансем хӑйсемпе паллаштарнӑ, ушкӑнсене ятсем панӑ. Ун хыҫҫӑн хӗрӱ тупӑшу пуҫланнӑ.
Еплерех кӑна вӑй виҫмен пулӗ ҫамрӑк спортсменсем: ункӑпа баскетбол ҫӑмхисене маларах кустарса ҫитерессипе те, урасене йӗлтӗр сырса спортзалӑн тепӗр вӗҫне чупса ҫитсе тӗл перессипе те, харӑсах виҫшер пысӑк мечӗк йӑтса чупассипе те, шурӑ хут листине алсемпе тытмасӑр йӑтассипе те — тата ытти нумай хаваслӑ тупӑшусенче. Ҫиччӗмӗшсем, паллах, пӗрремӗш вырӑна алран вӗҫертмен. Вӗсенчен кӑшт ҫеҫ кая юлса улттӑмӗшсем иккӗмӗш, пиллӗкӗмӗшсем – виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Куракансем — шкул ачисемпе вӗрентекенсем — ӑмӑртакансене тупӑшу вӑхӑтӗнче алӑ ҫупса хавхалантарнӑ, вӗҫӗнче ҫӗнтерӱҫӗсене ҫак майпах саламланӑ.
«Хаваслӑ стартсене» «Ҫамрӑксем — сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн» акци шучӗпе Алексей Викторович Гаврилов хатӗрленӗ, хӑйех ертсе пынӑ. Вӑл кашни хутшӑнакана сӑмахпа та пулин хавхалантарса пынӑ. Каласа хӑвармалла, вӗренекенсене спортпа туслаштарас тесе нумай вӑй хурать ҫамрӑк вӗрентекен. Шкулта ҫеҫ мар, районти тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсене те хутшӑнаҫҫӗ хырхӗррисем, малти вырӑнсене те пӗрре мар йышӑнӑҫҫӗ.