Ҫӑвӑн 30-мӗшӗнче, тунтикун, Хусанта тӗрӗк халӑх театрӗсен «Науруз» X фестивалӗ уҫӑлать. Ҫак кун вырӑнти ТЮЗра (Островски урамӗ, 10) Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх Ҫамрӑксен театрӗ икӗ пайлӑ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» трагеди кӑтартать. Авалхи чӑвашсен пӗр йӑхӗ вӑрҫӑсене пула пачах арҫынсӑр тӑрса юлать. Алла хӗҫ тытса ҫапӑҫу хирне амасен тухма тивет... Ҫак спектакль хальхи куракана чӑваш хӗрарӑмӗн ҫи пуҫӗнче мӗншӗн ҫапла нумай кӗмӗл пулнине те ӑнланма пулӑшать.
Пуҫламӑшӗ (куракансем ыйтнипе) — 18 сехетре.
Ыйтса пӗлмелли инҫесас: 518-33-75