Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.0 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Пчеловсем 70 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ

Пулӑшу (Услуги) Уйрӑм ҫын ҫурчӗсенче ӑшӑ тытӑмне хатӗрлетӗп. Сварка тата сантехника ӗҫӗсене тӑва...
Сутатӑп Ула пӑру ҫулталӑкрине сутатӑп.
Сутатӑп Аш е пулӑ тӗтӗмлемелли хатӗр сутатӑп. Тутӑхман тимӗртен тунӑ. Ҫӳллӗшӗ — 45 см., ...
Софья Савнеш 09.03.2017 21:03 | 69 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Александрпа Нина Пчеловсем пӗрле 70 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Александр Дмитриевич Ленинграда блокадӑран кӑларнӑ, Нина Андреевна — тыл ӗҫченӗ. Мӑшӑра ял-йыш хисеплет.

Александр Дмитриевич фронта 18 ҫулта тухса кайнӑ. Вӑл Ленинград ҫывӑхне лекнӗ. Ветеран хӑрушӑ ҫав вӑхӑта халӗ те манаймасть. Ун чухне кашни салтака 300 грамм ҫӑкӑр лекнӗ. Вӑл вӑрҫӑра аманнӑ, госпитальте сипленнӗ.

Нина Андреевна кӳршӗ ялта ӳснӗ. Вӑл вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул 7-мӗш класс пӗтернӗ. Йывӑр тапхӑрта вӑл ыттисемпе тан ӗҫленӗ. Унтан Улатӑр районӗнче вӑрман каснӑ, окоп чавнӑ. Кайран вӑл Свердловска вӑрман касакансен савутне кайнӑ. Киле 1945 ҫулта ҫеҫ таврӑннӑ.

Пчеловсем 1947 ҫулта пӗрлешнӗ. Мӑшӑр 5 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ мӑнукӗсемпе, вӗсен ачисемпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

#юбилейсем, #ветерансем, #Исемпел, #Елчӗк районӗ, #ҫемьесем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=15204
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

«Добрый» ырӑ парнеленӗ
2016, 05, 10
Нисневичсем 60 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ
2016, 11, 13
Ревокат Моисеев 95 ҫул тултарнӑ
2017, 02, 17
Юрӑ пуххисен авторӗ 90 ҫул тултарнӑ
2017, 02, 22
Салдаевсем «тимӗр» туя паллӑ тунӑ
2017, 03, 04

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__http://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Радио (29.03.2017)

21:10
 
Юрă вăчăри (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: ЭЛ № ФС 77 - 68592.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org