Ҫӑвӑн 26-мӗшӗнче Чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши академик 75 ҫул тултарнӑ ятпа Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче хаваслӑ уяв иртӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре. Сире пурне те унта пыма ыйхравлаҫҫӗ.
Йӗркелӳ ушкӑнӗ: Чӑваш Республикин ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ, Ҫыравҫӑ пӗрлешӗвӗсен халӑхсем хушшинчи пӗрлӗхӗ (Международное сообщество писательских союзов), Чӑваш обществӑпа культура центрӗ, Тӗнче Академипе информатизацийӗн чӑваш уйрӑмӗ.
Юхма Мишши — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ. 1936 ҫулхи акан 10-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралса ӳснӗ.
Патӑрьелӗнчи вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ пухнӑ. Шкулта ачасене вӗрентнӗ, пӗр хушӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче редакторта ӗҫленӗ.
Паллӑрах кӗнекисем: «Ҫӑлтӑрсем чӗнеҫҫӗ» (1965), «Мускав ҫулӗ» (1966), «Эльпи чечекӗсем» (1969), «Кӑвак ҫӗмрен» (1971), «Еткер» (1986), «Термен» (1990), «Анне ҫӑкӑрӗ» (1991), «Атте пахчи» (1992), «Авалхи чӑвашсем» (1996).
Юлашки ҫулсенче ҫыравҫӑ «Хуркайӑк ҫулӗ» ятлӑ историллӗ романсен ярӑмпа ӗҫлет. Унсӑр пуҫне чӑваш халӑхӑн паллӑ ҫынсен кун-ҫулне ҫутатса паракан хайлавсене те асӑнма пулать: «Шарал», «Ултавпа чӑнлӑх», «Танкӑш-кайӑк юрри», «Ҫӑлтӑрсем чӗнеҫҫӗ».