Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.0 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Чӑваш Енре ҫӗршыври сусӑрсем ӑмӑртаҫҫӗ

Пулӑшу (Услуги) Сварка тата сантехника ӗҫӗпе пулӑшатӑп. Хакӗ — килӗшсе татӑлнипе.
Сутатӑп Пӑрамланӑ качака путеккисемпе пӗрле сутатӑп.
Паллашу Чиркӗве ҫӳрекен каччӑпа паллашатӑп. Хам ҫинчен: 38 ҫулта. Мускавра хваттер пур, ...
Таисия Ташней 02.03.2017 20:51 | 149 хут пӑхнӑ
Спорт
Чире парӑнмасӑр ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлакансем
Чире парӑнмасӑр ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлакансем

Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта тӗрев-куҫав аппарачӗ аманнисен ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫейри ӑмӑрту пуҫланнӑ. Ун пек ӑмӑрту Олимп резервӗн республикӑри 3-мӗш спорт шкулӗн манежӗнче кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут иртет.

Виҫӗ кунлӑх ӑмӑртӑва ҫӗршывӑн 39 регионӗнчи 350-а яхӑн спортсмен пуҫтарӑннӑ. Республикӑри тӳре-шара вӗсене ӑнӑҫу суннӑ. Чире парӑнмасӑр ҫитӗнӳ патне талпӑнакансене хамӑр ҫӗршыври пӗрлештернӗ командин аслӑ тренерӗ Олегг Костюченко та хавхалантарнӑ. «Пӗтӗм тӗнчери паралимпиада комитечӗ пирӗн ҫӗршывӑн паралимпиада комитетне кӗртмест пулин те эпир шанӑҫа ҫухатмастпӑр, малаллах ӑнтӑлатпӑр», — тенӗ вӑл.

Ҫӗнӗ Шупашкарта иртекен ӑмӑртура мала тухнисем пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртусене хутшӑнӗҫ. Спортсменсем 60, 400, 800, 1500, 3000 метра тупӑшӗҫ, техника дисциплинисенче хайсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ.

#ӑмӑртусем, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Спорт министерстви, #спорт, #Раҫҫейре, #сусӑрсем, #ҫӑмӑл атлетика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Раҫҫей спортсменӗсене ФСБпа каварлашнӑшӑн айӑпланӑ
2016, 07, 18
Авиацин генерал-лейтенанчӗн парнисемшӗн кӗрешеҫҫӗ
2016, 12, 17
Элтепер Кубокне кам ҫӗнсе илнӗ?
2017, 01, 15
Ӗнерхи шкул ачисен вӑййине премьер-министр ертсе пынӑ
2017, 02, 08
Шупашкарти аэропорта сусӑр спортсмен кӳреннӗ
2017, 03, 02

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__http://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Радио (30.04.2017)

12:00
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
13:00
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
14:00
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
15:00
 
Чĕнтĕрлĕ чаршав (12+)
16:20
 
Кулăш лаççи (12+)
16:40
 
Голос Республики (12+)
17:00
 
Не формат (12+)
18:00
 
Иксĕлми çăлкуçсем (12+)
19:00
 
Янра, юрă! (12+)
20:10
 
Каçхи микс (12+)
21:10
 
Каçхи микс (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org