Ҫанталӑк хӑҫан ӑшӑтать? Синоптиксем лӑплантаракан хыпар пӗлтермеҫҫӗ: «ҫӗмӗрт сивви» икӗ эрнене тӑсӑлӗ.
Кӗҫӗр 5 градус таран сивӗтӗ. Канмалли кунсенче кӑнтӑрла 7-12 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫумӑр ҫума тытӑнӗ, тунтикун та чарӑнмӗ. Ытларикун каҫхине каллех шӑнтӗ.
Ҫитес эрнере кӑнтӑрла 5-10 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ, каҫсерен – 0-рен пуҫласа 2 градус таран сивӗ. Йӗпе юр та ҫукалӗ.
Хӑҫан ӑшӑтӗ? Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн варринче кӑна.