Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.0 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Каҫал тӑрӑхӗнче — «Янра, чӑваш сӑмахӗ» фестиваль-конкурс

Пулӑшу (Услуги) Сварка тата сантехника ӗҫӗпе пулӑшатӑп. Хакӗ — килӗшсе татӑлнипе.
Сутатӑп Пӑрамланӑ качака путеккисемпе пӗрле сутатӑп.
Паллашу Чиркӗве ҫӳрекен каччӑпа паллашатӑп. Хам ҫинчен: 38 ҫулта. Мускавра хваттер пур, ...
Владимирова Лидия Николаевна 16.02.2017 09:55 | 197 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Каҫалти 2-мӗш вӑтам шкулта район шайӗнчи «Янра, чӑваш сӑмахӗ» республика фестиваль-конкурсӗ пулса иртрӗ. Чӑн-чӑн уяв пулчӗ ку районти чӑваш чӑлхипе литературине вӗрентекенсемшӗн тата вӗренекенсемшӗн.

Уява районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи С.Г.Индюкова уҫрӗ. Вӑл чӑваш сӑмахне юратакансене уяв ячӗпе саламларӗ. Районти чи маттур та пултаруллӑ ачасем пуҫтарӑннӑшӑн хӗпӗртенине пӗлтерчӗ. Пурне те конкурсра ӑнӑҫу сунчӗ.

Хӑнасене Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкул директорӗ Е.Н.Савельев уяв ячӗпе саламларӗ, тӑван чӗлхене, йӑла-йӗркене упраса хӑварасси паянхи ачасенчен нумай килнине палӑртрӗ.

Вӗренекенсемпе вӗрентекенсем пӗр-пӗринпе хутшӑнса калаҫни, пӗр-пӗрин пултарулӑхӗпе паллашни, тӗрлӗрен конкурссенче ӑмӑртни мӗн тери паха. Эпир чӑваш ҫӗрӗ ҫинче чӑваш пулса ҫуралнишӗн мухтанма тивӗҫ. Мӗн тери пуян пирӗн чӗлхе! Ӑҫта ҫуралнӑ, ҫавӑнта усӑллӑ пулнӑ, тенӗ ваттисем. Сирӗн хамӑр ҫӗр-шыва усӑллӑ ҫынсем пулмалла пултӑр тата тӑнӑҫлӑх пултӑр.

Районти вӗрентӳ пайӗн методисчӗ С.П.Атласкина пухӑннисене, уява хутшӑнакансене пысӑк пӗлтерӗшлӗ уявпа саламласа ҫитӗнӳсем сунчӗ.

Уява капӑр тумлӑ хӗр ачасемпе арҫын ачасем тулли кӑмӑлпа пуҫтарӑннӑ. Пӗри тепринчен илӗртӳллӗ. Тутар ачисем те кун пек конкурсран айккинче юлман. Тӗрлӗ поэтсен сӑввисене илемлӗ те ҫепӗҫ, пуян та сӑнарлӑ йӗркесене туйӑмпа вуларӗҫ ачасем, залра ларакансене илемлӗ чӑваш юррисемпе савӑнтарчӗҫ.

Жюри членӗсем ачасен пултарулӑхне икӗ ӳсӗмпе: 5-мӗш классемпе 6-8-мӗш классем хушшинче тата виҫӗ номинаципе — «Чи лайӑх сӑвӑ вулакан»; «Чи лайӑх юрӑ юрлакан»; «Чи лайӑх сценка, инсценировка лартакан» палӑртрӗҫ.

Конкурса хутшӑнас текенсем йышлӑ пулчӗҫ. Жюри членӗсене ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма ҫӑмӑлах пулмарӗ.

5-мӗш классем хушшинче «Чи лайӑх сӑвӑ вулакан» номинацире Даниил Тимофеев (Хырай Ӗнел шкулӗ) 1-мӗш вырӑна тухма пултарчӗ, иккӗмӗш вырӑна Софья Пушкина (Чурачӑк вӑтам шкулӗ) Анна Макарова (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), виҫҫӗмӗш вырӑна Анастасия Носкова (Шурут вӑтам шкулӗ), Мария Чумакова (Асанкасси вӑтам шкулӗ) тухрӗҫ. «Чи лайӑх юрӑ юрлакан» номинацире пӗрремӗш вырӑна Лилия Калакова (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) тивӗҫрӗ, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑна Татьяна Прокопьева (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ) тата Анна Зверевӑпа (Тӑманлӑ Выҫли тӗп шкулӗ) пайларӗҫ. «Чи лайӑх сценка лартакан» номинацире Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем В. Атлашевӑн «Паян мӗнле кун?» сценкипе пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илчӗҫ.

6-8-мӗш классем хушшинче «Чи лайӑх юрӑ юрлакан» номинацире чи лайӑххисен, пултаруллисен шутӗнче Анна Светопольская (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Дине Гимаева (Чӗчкен тӗп шкулӗ), Екатерина Шуряшкина (Чурачӑк вӑтам шкулӗ) пулчӗҫ. «Чи лайӑх сӑвӑ калакан» номинацире Татьяна Матросова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) пӗрремӗш вырӑна, Дарья Голыева (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ), Марианна Яковлева ( Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗ), Ангелина Пыркина (Шурут вӑтам шкулӗ) иккӗмӗш вырӑнсене, Айзиля Мингалиева (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ), Вита Фёдорова (Хырхӗрри тӗп шкулӗ), Ангелина Герасимова (Тӑманлӑ Выҫли тӗп шкулӗ), Евгений Смирнов (Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗ), Анастасия Крылова (Анат Тимӗрчкасси тӗп шкулӗ), Дильназ Тазетдинова (Хирти Явӑш тӗп шкулӗ), Галина Саванина (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) виҫҫӗмӗш вырӑнсене тивӗҫрӗҫ.

Конкурс ҫӗнтерӳҫисем хӑйсен пултарулӑхне республика шайӗнче иртекен тупӑшура тӗрӗслӗҫ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта иртӗ.

#Анат Тимӗрчкасси, #Хирти Явӑш, #Хырай Ӗнел, #Тӑманлӑ Выҫли, #шкулсем, #Шурут, #ачасем, #конкурссем, #Комсомольски районӗ, #Комсомольски, #Нӗркеҫ, #Ҫӗнӗ Мӑрат, #Чурачӑк, #Чӗчкен, #Хирти Мӑнтӑр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

«Тӑван ен историпе культури» предметӑн пуласлӑхӗ пур-и?
2016, 02, 17
Вунӑ районта мӗнпур ача апат ҫиет
2016, 02, 20
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурса пӗтӗмлетнӗ
2016, 04, 25
Йӗпреҫсене укҫа-тенкӗ шырама сӗннӗ
2017, 01, 09
Ҫӑматӑ тӑхӑнса хоккей выляҫҫӗ
2017, 02, 09

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__http://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Радио (29.04.2017)

06:20
 
Литература çÿпçинчен (12+)
07:20
 
Çĕр сум (12+)
08:20
 
Голос Республики (12+)
09:20
 
Символ веры (12+)
10:05
 
Приключения тети Моти и Софии Прекрасной (0+)
10:20
 
Чĕрĕлĕх çути (12+)
11:20
 
Вĕрентекен сăмахĕ (6+)
12:00
 
Новости (12+)
12:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
13:00
 
Новости (12+)
13:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
14:00
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
15:20
 
Мăшăр çунат (12+)
15:40
 
Тухтăр канашĕ (12+)
16:00
 
Новости (12+)
16:20
 
Чунра юрă шăрансан (12+)
16:40
 
Тема дня (12+)
17:20
 
Шурăмпуç (12+)
18:20
 
Ялтан яла (12+)
19:00
 
Новости (12+)
19:10
 
Юрă вăчăри (12+)
20:00
 
Каçхи микс (12+)
21:00
 
Каçхи микс (12+)
22:00
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org