Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Статистика: Вунӑ районта мӗнпур ача апат ҫиет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 20.02.2016 14:25 | 2419 хут пӑхнӑ
Статистика

Ытти ҫӗрте ҫимеҫҫӗ тесшӗн мар-ха. Сӑмахӑмӑр — шкулти апатлану пирки.

Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсенчи шкулсенче вӗренекен мӗнпур ачана кӑнтӑрлахи апатпа тивӗҫтернӗ. Красноармейски районӗнче шкулта вӗренекенсен 95,8 проценчӗ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 96,9 проценчӗ, Шупашкарта 95,7 проценчӗ, Улатӑрта 95,2 проценчӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта 94,9 проценчӗ, Ҫӗмӗрлере 94,6 проценчӗ шкулта апатланать.

Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта тата 17 районта ачасене шкулта кунне икӗ хутчен апат ҫитереҫҫӗ.

Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакансен 97 процентне пӗлтӗр вӗри апатпа тивӗҫтернӗ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсенчен 98,9 проценчӗ шкулта апат ҫиет, 5–11-мӗш класра вӗренекенсенчен — 96 проценчӗ.

#статистика, #вӗренӳ, #шкулсем, #Ҫӗмӗрле, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Тӑвай районӗ, #Красноармейски районӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Шупашкар районӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Комсомольски районӗ, #Вӑрнар районӗ, #Патӑрьел районӗ, #Канаш районӗ, #ачасем, #Улатӑр районӗ, #апатлану, #вӗренӳ, #шкулсем, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем