Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Ҫӑпата сырса та йӗлтӗрпе ӑмӑртнӑ

Сутатӑп Керамблок сутатӑп. 20х20х40 хакӗ — 31 тенкӗ. Илсе ҫитеретпӗр.
Сутатӑп Шупашкартан М7 трасса çумĕнчен 30 çухрăмра Ярапайкасси тăрăхĕнче кирпĕрен купаланă çурт, хуçалăх тата 250 тăваткал метр усă курмалли çĕр сутатăп. Çĕр çинче улма-йывăç та лартнă. Çумра шкул, ФАП, ача пахчи, 4 суту лаввки тата культура çурчĕ. Çурта газпа тата шывпа тивĕçтернĕ. Сăнÿкерчĕксем: - https://87.img.avito.st/640x480/3351693387.jpg - https://87.img.avito.st/640x480/3351693787.jpg - https://38.img.avito.st/640x480/3351693738.jpg
Пулӑшу (Услуги) Туртӑнтарнӑ мачча тума пулӑшатӑп. Пӗр кун хушшинче!
Таисия Ташней 13.02.2017 20:50 | 105 хут пӑхнӑ
Спорт

Шӑматкун, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, «Лыжня России-2017» (чӑв. Раҫҫей йӗлтӗрӗ-2017) ятпа йӗлтӗрҫӗсен старчӗ иртнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем те пӗлеҫҫех ӗнтӗ. Республикӑри министерствӑсемпе ведомствӑсенче тӑрӑшакансем те унта яланхиллех хастар хутшӑннӑ. Ҫулсерен йӗркелекен массӑллӑ спорт мероприятие пухӑнакансем мӗнпе те пулин уйрӑлса тӑма тӑрӑшаҫҫӗ.

Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ хыпарпа пӗрле лартнӑ сӑн ӳкерчӗксенче Хӗл Мучи тумӗ тӑхӑннӑ арҫынна та, чӑваш тумӗллӗ кинемие те асӑрхама тиврӗ. Капла капӑрланса йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑракан, ҫулне кура мар ӳрӗк хӗрарӑм ытти чухне те пулнӑччӗ. Кӑҫал тата пӗри, ҫамрӑках мар арҫын, ҫӑпата сырса йӗлтӗрпе тухнӑ. Тумпа ыттисенчен уйрӑлса тӑракансене хавхалантарнипе хавхалантарманни паллӑ мар — кӗске хыпарта ун пирки асӑнман.

#ваттисем, #Информаци политикин министерстви, #спорт, #ӑмӑртусем, #йӗлтӗрпе чупасси

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ватӑсем ҫамрӑксенчен ирттереҫҫӗ
2016, 02, 03
«Йӗлтӗр йӗрӗ» старта чӗнет
2016, 02, 04
83-ри Вера Орлова каллех йӗлтӗр сырӗ
2016, 02, 13
Йӗлме йӗлтӗр йӗрӗ ҫине Элтепер парнишӗн тухнӑ
2017, 01, 08
Йӗлтӗр стартне хаски йытӑсем те тухнӑ
2017, 02, 13
Orphus

Радио (23.02.2017)

17:00
 
Юрă вăчăри (12+)
17:20
 
Ачалăх урхамахĕ (6+)
18:00
 
Юрă вăчăри (12+)
18:20
 
Наследие (12+)
19:00
 
Юрă вăчăри (12+)
19:20
 
Тухтар канашĕ (12+)
20:00
 
Юрă вăчăри (12+)
20:20
 
Çичĕ юрă (12+)
21:00
 
Çичĕ юрă (12+)
22:00
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2010 Chuvash.Org | Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: p-code(a)mail.ru