Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Эрне хыпарӗсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.02.2017 11:18 | 2059 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Нарӑс уйӑхӗнчи 6-мӗшпе 11-мӗш кунӗсенче Чӑваш халӑх сайчӗ сире ҫак кӑсӑклӑ хыпарсемпе паллаштарчӗ (яланхи пекех вӗсене чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):

Айхи ывӑлӗн мӗнле ӗҫне «Оскар» премине тӑратма шутлани пирки;

Олег Николаева республика ертӳҫине лартма пултарассипе пултараймасси пирки пуҫа ватрӑмӑр;

«Ирӗклӗх» тинех хӑйне валли логотип суйлани ҫинчен каласа патӑмӑр;

Хальхи Элтепере вара мӗнле чыслама шухӑшлани пирки пӗлтертӗмӗр;

Ҫавӑн пекех ЧНК президентне те мӗнле чыс тунине систертӗмӗр;

Амикуму приложени мӗнле ҫынсене пулӑшма пултарасси ҫинчен пӗлме пултартӑр;

Чечня Правительствинче пӗр чӑваш мӗн ӗҫпе лекни ҫинчен хыпарларӑмӑр;

Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӑслӑлӑх кунне мӗнле палӑртни пирки каласа патӑмӑр;

Мӗнле айӑпа пула Муркаш ял тӑрӑхӗ пуҫлӑхсӑр юлни ҫинчен пӗлме пултартӑр;

Маларах Леонид Волков йышӑннӑ вырӑна кама панине хыпарларӑмӑр.

Ҫавӑн пекех ку эрнере эсир 14 ҫулхи хӗр ӑҫта тупӑнни пирки, «Чӑвашупрдор» конкурсне мӗнле пӗтӗмлетнине, Ленин палӑкне патакпа хӗненӗшӗн мӗнле явап тӳсме тивни ҫинчен, 120 тонна тырӑ кам вӑрлани пирки тата ҫамрӑксен театрӗ Пушкин ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе мӗнле премьера хатӗрленине пӗлме пултартӑр.

Унсӑр пуҫне пирӗн сайтра та ҫӗнӗлӗх пулчӗ — тӗп хыпарсене урӑхларах йӗркелерӗмӗр. Ӑна вӗҫне ҫити ҫывӑх вӑхӑтра хатӗрлесе ҫитерме шутлатпӑр.

Эрнене пӗтӗмлетсе вара ӑна «Чыс-хисеппе ӑслӑлӑх эрни» ят пама пулать.

#эрне хыпарӗсем, #Чечня, #Муркаш, #Муркаш районӗ, #Чӑвашупрдор, #Ирӗклӗх, #Элтепер, #ЧНК

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем