«Ирӗклӗх» пӗрлӗх ҫак кунсенче ҫӗнӗ ҫыру шӑрҫаланӑ — хастарсем ӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне, ҫавӑн пекех Патшалӑх Канашӗн Председателӗн Юрий Поповпа ЧНК президенчӗн Николай Угаслов ячӗпе янӑ. «Ирӗклӗхе» Федераци Канашӗн экономика политикин председателӗн ҫумӗн сӑмахӗсем килӗшмен. Сергей Вячеславович Калашников нумай пулмасть ҫапларах каланӑ: «… Унсӑр пуҫне наци тӗсӗсӗр административлӑ субъект йӗркелесе Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хӑш-пӗр наци республикисене пӗрлештерме пулать, сӑмахран Чӑваш Ене, Мӑкшӑ Республикине, Мари Эле е ыттисене. Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ун хыҫҫӑн ҫак регион экономика тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ аталанса кайма пултарӗ».
Хастарсем пирӗн республика патшалӑх пулнине (кӑна Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ ҫирӗплетет), пирӗн республикӑран ыйтмасӑр ытти тӑрӑхсемпе пӗрлештерме юраманнине пӗлтернӗ. «Ирӗклӗх» пӗрлӗх ӗҫтешӗсем уйрӑммӑн Сергей Калашников сӑмахӗсене Чӑваш Республикин Конституцийӗн гаранчӗ шутланакан Чӑваш Республикин Элтеперӗ, республикӑн Патшалӑх Канашӗ, Чӑваш наци конгресӗ нимӗнле те хак паманнине тата сивлеменнине палӑртнӑ.
Хастарсен шухӑшӗпе экономика ыйтӑвне мала хурса Сергей Калашников социаллӑ тата культура ыйтӑвӗсене, наци факторне шута илмест. Унӑн самӑхӗсем нацисен хушшинче хирӗҫӳ кӑна ҫуратма пултараҫҫӗ. Ҫавна май «Ирӗклӗх» республика ертӳҫисене Мускаври тӳре-шаран сӑмахӗсене хак пама ыйтать.
Аса илтеретпӗр, Раҫҫей Федерацийӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗсене пӗрлештерме те пултарни пирки нумай пулмасть Федераци Канашӗн спикерӗ Валентина Матвиенко сӑмах пуҫарнӑччӗ. Ун чухне вӑл хӑшне хӑшӗнпе ҫыхӑнтармалли ҫинчен каламанччӗ. Сергей Калашников вара Раҫҫей Федерацийӗн хӑш регионӗсене пӗрлештерме май пурри ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи республикӑсемсӗр пуҫне вӑл ҫавӑн пекех Смоленск, Брянск, Калуга тата Орел облаҫӗсенчен пӗр регион тума сӗннӗ. Анчах унӑн сӗнӗвӗ вӗсене килӗшмен. Халӑха регион тӗп хулине инҫе ҫитме тивни пӑшӑрхантарнӑ.