Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян, И.Я. Яковлев ҫуралнӑ кун (вӑл 1848 ҫулта кун ҫути курнӑ), Шупашкарти наци вулавӑшӗ умӗнче митинг иртрӗ. Пуҫланасса вӑл 14 сехетре пуҫланчӗ. Яланхи пекех И.Я. Яковлев палӑкӗ умне халӑх йышлӑ пухӑнчӗ — чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансем, шкул ачисем, ача пахчине ҫӳрекенсем. Министерствӑсенчен килнисем те чылайччӗ. «Ҫамрӑк гварди» пайташӗсем те пӗр кӗтесре тӑратчӗҫ. Ытти ҫулхисемпе танлаштарсан паян ҫын нумайрах пуханнӑ пек туйӑнчӗ — ҫанталӑкӗ те хӑй ӑшшипе савӑнтарчӗ ӗнтӗ.
Тухса калаҫакансем чӑваш чӗлхине упрама чӗнсе каларӗҫ, ачи-пӑчисене, мӑнукӗсене тӑван чӗлхерен пистермелле мар терӗҫ.
Пуху вӗҫленнӗ май И.Я. Яковлев палӑкӗ умне чечексем хучӗҫ.
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2011.05.05 20:30 | |
Сăнсем хушрăм. | |
