Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.0 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Шупашкар FM икӗ ҫул тултарнӑ

Паллашу Хам ҫинчен: Ӗҫместӗп, туртмастӑп, ӗҫрен хӑрамастӑп. 43 ҫулта. Хальхи самантра йы...
Пулӑшу (Услуги) Уйрӑм ҫын ҫурчӗсенче ӑшӑ тытӑмне хатӗрлетӗп. Сварка тата сантехника ӗҫӗсене тӑва...
Сутатӑп Ула пӑру ҫулталӑкрине сутатӑп.
Таисия Ташней 14.01.2017 19:18 | 346 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Шупашкар FM икӗ ҫул тултарнӑ
Шупашкар FM икӗ ҫул тултарнӑ

Шупашкар FM радио паян икӗ ҫул тултарнӑ. Ӑна Дмитрий Митяев йӗркеленӗ. Радио итлекенсем ӑна Чӑваш наци радиовӗ урлӑ та, тен, пӗлеҫҫӗ пулӗ. Асӑннӑ МИХа уҫсан Ксения Алексинапа «Каҫхи микс» кӑларӑма йӗркелесе ертсе пынӑ. Дима Наци телевиденийӗнче ҫӗнӗ хыпарсен кӑларӑмӗн ертӳҫи те пулнӑ.

«Кун евӗрлӗ проекта пуҫарма тахҫанах шухӑш пулнӑ. 2014 ҫулта Мускава куҫса килтӗм. Чӑваш юррисӗр питӗ тунсӑхланипе, радио ӗҫне питӗ юратнипе хамӑн Интернет радиона пуҫарас терӗм», — каласа кӑтартнӑччӗ маларах хастар каччӑ ҫак йӗркесен авторне.

Радио формачӗ — чӑвашла юрӑсем. Эфир талӑкра 24 сехете пырать.

Радио йӗркелеме укҫасӑр май ҫуккине тавҫӑрма йывӑр мар. «Шупашкар ФМ — ман хобби, «чун апачӗ», проекта хамӑн вӑйпа тытса пыратӑп. Радиоэфира илемлетме юлташсем пулӑшаҫҫӗ. Тупӑш ҫинчен шутламан-ха», — тет юратнӑ ӗҫне парӑннӑ ҫамрӑк. Унтан ҫакна хушса хурать: «Хальлӗхе пӗр тӗллев — чӑваш халӑхне (Чӑваш Республикинче пурӑнать-и вӑл е республика тулашӗнче-и) тӑван чӗлхепе янӑракан юрӑсене итлеттересси, ҫӗннисемпе паллаштарасси».

Сӑмах май, эфирта ҫӗнӗ аранжировкӑсемпе илемлетнӗ чӑваш халӑх юррисене тӑтӑшах илтме пулать. Кашни эрнерех ҫӗнӗ композицисем хутшӑннине пӗлтерет Дмитрий Митяев.

«Радиоаудиторие пӗчӗкех мар темелле пуль. Кунне 200–250 ҫын итлет. Ку маншӑн пысӑк ҫитӗнӳ. Паллах, аудиторине пысӑклатас килет. Шупашкар ФМа аталантарма шухӑш нумай. Анчах пулӑшакансемсӗр ку ӗҫе тума йывӑртарах», — пытармасть Интернет-радиона пуҫарнӑ маттур.

Шупашкар FMӑн Интернетри халӑх сечӗсенче ушкӑнсем пур. Вӗсем урлӑ радио пирки пӗлме май пур: https://vk.com/shupashkarfm, https://ok.ru/group/52500169228466.

Шупашкар ФМ радиона Интернет ӑҫта пур, ҫавӑнта итлеме пулать. Радиона итлемелли каҫӑсене те пӗлтерер:

1. http://www.pc-radio.ru/radio/shupashkar-fm

2. http://vsefm.com/radio/shupashkar-fm

3. http://tvradio.biz/radio/russia/13861-radio.html

Cмартфонсем валли хушма программӑсем йӗркеленӗ. Вӗсене ҫак каҫӑсемпе тупма пулать:

Android: https://play.google.com/store/apps/details?id=ru.soft.

iOS: https://itunes.apple.com/ru/app/id1001136332.

Android & iOS: http://www.pc-radio.ru/radio/shupashkar-fm.

#Шупашкар FM, #чӑвашлӑх, #культура, #МИХсем, #радио, #сайтсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__http://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Радио (30.03.2017)

00:00
 
Музыкальный экспресс (12+)
06:00
 
Хыпарсем (12+)
06:10
 
Ирхи кăмăл (12+)
07:00
 
Хыпарсем (12+)
07:10
 
Ирхи кăмăл (12+)
08:00
 
Новости (12+)
08:10
 
Ирхи кăмăл (12+)
09:00
 
Новости (12+)
09:10
 
Юрă вăчăри (12+)
09:40
 
На весах Фемиды (16+)
10:00
 
Хыпарсем (12+)
10:10
 
Юрă вăчăри (12+)
10:20
 
Социальный вопрос (12+)
11:00
 
Новости (12+)
11:10
 
Чĕнтĕрлĕ чаршав (12+)
12:00
 
Хыпарсем (12+)
12:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
13:00
 
Хыпарсем (12+)
13:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
14:00
 
Новости (12+)
14:10
 
Юрă вăчăри (12+)
14:20
 
Азы православия (12+)
15:00
 
Хыпарсем (12+)
15:10
 
Юрă вăчăри (12+)
15:20
 
Чун-чĕре киленĕçĕ (12+)
15:40
 
На страже закона (16+)
16:00
 
Новости (12+)
16:10
 
Тата мĕн кирлĕ пурнăçра? (12+)
17:00
 
Новости (12+)
17:10
 
Тус-юлташ саламĕ (0+)
18:00
 
Хыпарсем (12+)
18:10
 
Юрă вăчăри (12+)
18:20
 
Тăван ăс-хакăл (12+)
19:00
 
Новости (12+)
19:10
 
Тема дня (12+)
19:20
 
Путь к здоровью (12+)
20:00
 
Хыпарсем (12+)
20:10
 
Юрă вăчăри (12+)
20:20
 
Çичĕ юрă (12+)
21:00
 
Новости (12+)
21:10
 
Çичĕ юрă (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: ЭЛ № ФС 77 - 68592.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org