Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Вӗренӳ министрӗ чӑваш ӑслӑлӑхӗн керменӗнче

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 30.03.2011 21:51 | 1485 хут пӑхнӑ

Паян, пушӑн 30-мӗш кунӗнче, ҫӗнӗ вӗренӳ министрӗ Иванов Владимир Николаевич ЧПГӐИ ӑсчахӗсемпе тӗл пулса калаҫрӗ. Калаҫу министршӑн та, ӑсчахсемшӗн те усӑллӑ пулчӗ. Трофимов А.А. калашле, кун пек тӗлпулусем чӑнах та кирлӗ.

Владимир Николаевич ку учреждени чӑвашлӑха упракан институт пулнине палӑртрӗ, пирӗн республикӑра та, ун тулашӗнче те, тӗнчере те унашкалли урӑх ҫукки пирки пӗлтерчӗ. «Пирӗнпе сирӗн тӗллевсем пӗрешкел, ҫавӑнпа ӗҫе килӗштерсе туса пымалла», — терӗ министр. Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра пыракан юхӑма та — пӗр йышши специалистсене кӑларакан, ӗҫсӗрлӗхе ӳстерекен факультетсене тата аслӑ шкулсене катертес йытӑва та — асӑрхануллӑ татса памалла терӗ.

Ӳнер пӗлӗвӗ пайӗн пуҫлӑхӗ, ЧР Президенчӗн канашҫи Кондратьев Михаил Григорьевич институт статусне чакармалла марри пирки ҫирӗппӗн каларӗ. Пӗр вӑхӑтра ӑна вӗренӳ министерствине пӑхӑнтарасшӑн пулнине аса илчӗ, унашкаллине йышӑнмалла мар, хирӗҫлемелле тесе пӗлтерчӗ.

Бойко Иван Иванович грантсене илме тӑратнӑ ӗҫсене тӗрӗс хаклакан, ӑсчахсенчен йӗркеленӗ республика шайӗнчи компитентлӑ комисси кирли пирки асӑнчӗ. В.Г. Родионов ЧПУн Чӑваш филологийӗпе культура факультетне аталантарма пулӑшу кӳме ыйтрӗ. Министр хайӗн кулленхи ӗҫӗ-хӗлӗнче институт ӗҫтешӗсен сӗнӗвӗсене шута илме шантарчӗ.

#ЧПГӐИ, #тӗлпулусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем