Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Апат-ҫимӗҫ: Чутайсем чӑваш апачӗ тутлӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 15.12.2016 21:07 | 2338 хут пӑхнӑ
Апат-ҫимӗҫ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ачасем валли чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 13-мӗшӗччен «Чувашские продукты — значит вкусно, натурально и полезно!» (чӑв. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ: тутлӑ, натурӑллӑ тата усӑллӑ) ӳкерчӗксен конкурсӗ иртнӗ. Унта хутшӑннисен чи лайӑх ӗҫӗсене республикӑри ӑмӑртӑва ярса пама суйланӑ.

Ӑна пуҫарнӑ ЧР Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн тата ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствисем ӑмӑрту тӗллевӗ усӑллӑ та натурӑллӑ апат-ҫимӗҫпе апатланма хӑнӑхтарасси, хамӑр патра туса илекен продукцие сарасси тата пултаруллӑ ачасене хавхалантарасси тесе палӑртнӑ.

Ӗҫсене ачасем ватман, картон, пир, хут ҫине акварельпе, ҫупа, тушьпа, тӗрлӗ тӗслӗ кӑранташпа, пурӑпа ӳкернӗ.

3–4-мӗш класрисенчен Анна Александрова, Елена Терентьева, Юлия Крыцова, Карина Яруськина ҫӗнтернӗ; 1–2-мӗшсенчен — Нелли Чубайкина. Вӗсем районти Ача-пӑчапа пултарулӑх центрӗнче ҫак ӑсталӑха илеҫҫӗ.

#Вӗренӳ министерстви, #Экономика министерстви, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #вӗренӳ, #ачасем, #апат-ҫимӗҫ, #конкурссем

 

Комментари:

ЛИЗА...8957 // 2886.82.9470
2018.11.26 21:18
мӗнлӗ хупла

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем