Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫурт-йӗр: Коммуналлӑ пулӑшу хакланать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Вика Сорокина 02.12.2016 15:29 | 2019 хут пӑхнӑ
Ҫурт-йӗр

Чӑваш Енре ҫитес ҫулталӑкӑн утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу хакӗ вӑтамран 4,4 процент хӑпарӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хаксем пирки хушӑва ӗнер алӑ пуснӑ. Маларах эпир ҫитес ҫул пирӗн республикӑра хак 3,9 процент хӑпарма пултарассине пӗлтернӗччӗ-ха.

Кӗсьене пуринчен ытла Шупашкарта ҫӳхетме тивӗ: унта хак хальхинчен чӗрӗк пай таран хӑпарма пултарать. Ҫакӑ ӑшӑ энергийӗпе хутнин хакӗ 24,8-шар процент хакланнипе ҫыхӑннӑ. Канашра хак 10%, Ҫӗнӗ Шупашкарта 12%, Ҫӗмӗрлере 7% ӳсмелле. Яллӑ районсенче хак хӑпараслӑх 4,4 процентран иртмелле мар. Ҫапах та хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗсенче ку цифрӑран пысӑкрах пулӗ: Элӗкре — 5,7%, Патӑрьелте — 6%, Вӑрнарта — 4,7%, Йӗпреҫре —12%, Комсомольскинче — 4,9%, Красноармейскинче — 12%, Хӗрлӗ Чутайӗнче — 5,7%, Тӑвайӗнче — 8%, Ҫӗрпӳре — 10%, Етӗрнере — 12%, Куславккара — 12%, Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче — 12%, Вӑрман-Ҫӗктерте — 10%, Ишлейре — 7,5%, Кӳкеҫре — 7%, Ҫӗньялта — 10%.

#Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Красноармейски районӗ, #Комсомольски районӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #Вӑрнар районӗ, #Патӑрьел районӗ, #Элӗк районӗ, #Ҫӗмӗрле, #Канаш, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Элтепер, #Шупашкар, #хушусем, #Шупашкар районӗ, #ҫурт-йӗр, #хаксем, #Тӑвай районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем