Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫурт-йӗр: Коммуналлӑ пулӑшушӑн ытларах тӳлеме пуҫлӑпӑр

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 23.11.2016 07:01 | 1607 хут пӑхнӑ
Ҫурт-йӗр

Ҫурт-йӗре тытса тӑнишӗн тата коммуналлӑ пулӑшушӑн хаксем ҫулсеренех ӳснине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр темелле. Ҫитес ҫул пирӗн республикӑра хак 3,9 процент хӑпарма пултарать. Раҫҫей Правительстви ҫӗршыв шайӗнчи документа ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ. Регионсен тарифа федералсем ҫав документра палӑртнӑ индексран пысӑкрах ҫирӗплетме ирӗк ҫук.

Тариф килес ҫул пуринчен ытла Мускавра хӑпармалла. Унта пурӑнакансен хваттер укҫине хальхинчен 7 процент ытларах тӳлеме тивӗ. Питӗрте, Якутск тата Камчатка тӑрӑхӗсенче 6 процент хаклӑрах пулӗ, Кемӗр облаҫӗнчисен кӗсйи хальхинчен 5,9; Пушкӑртстанрисен 5,8 процент ытларах ҫӳхелӗ. Ҫурҫӗр Осети—Аланире пурӑнакансем тариф енчен чи телейлисем: унта 2,5 процент кӑна хӑпарӗ. Алтай крайӗнче те аптӑрамаллах мар — хваттер укҫи 3,2 процент ҫеҫ ӳсет. Дагестанпа Кабардин-Балкар Республикинче пурӑнакансен хальхинчен 3,3 процент нумайрах тӑкакланма тивӗ.

#Кемӗр облаҫӗ, #Пушкӑртстан, #Ҫурҫӗр Осети-Алани, #Кабардин-Балкар, #Мускав, #Питӗр, #укҫа-тенкӗ, #ҫурт-йӗр, #правительство, #хаксем, #Камчатка, #Якутск

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем