Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.0 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Ираида Вдовина ячӗллӗ конкурса юрӑҫ хӗрӗсем хакланӑ

Пулӑшу (Услуги) Сварка тата сантехника ӗҫӗпе пулӑшатӑп. Хакӗ — килӗшсе татӑлнипе.
Сутатӑп Пӑрамланӑ качака путеккисемпе пӗрле сутатӑп.
Паллашу Чиркӗве ҫӳрекен каччӑпа паллашатӑп. Хам ҫинчен: 38 ҫулта. Мускавра хваттер пур, ...
Вика Сорокина 21.11.2016 13:59 | 354 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Конкурс саманчӗ
Конкурс саманчӗ

Халӑх юррине шӑрантаракан 40 юрӑҫ чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти педагогика университечӗн ӳнер тата музыка вӗрентӗвӗн факультечӗн сцени ҫине тухнӑ. Конкурса хутшӑнас шухӑшлисем 14 районти 60 солист тупӑннӑ. Анчах финала пурте лекеймен.

Халӑх юррисене пухнӑ тата вӗсене юрланӑ Ираида Вдовина ячӗллӗ конкурса Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУпа пӗрле ирттернӗ. «Ай, юрлар-и!» регионсем хушшинчи конкурса кӑҫал улттӑмӗш хут ирттернӗ.

Конкурса икӗ номинаципе йӗркеленӗ: «Студенты специальных музыкальных учебных заведений» (чӑв. Ятарлӑ музыка вӗренӳ заведенийӗсен студенчӗсем) тата «Любители народной песни» (чӑв. Халӑх юррине юратакансем). Юрласа ӑмӑртакансене Михаил Кондратьев музыковед, ӳнер пӗлӗвӗн докторӗ, Чӑваш гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн пай пуҫлӑхӗ; «Классика» юрӑ капеллин дирижер-хормейстерӗ, Шупашкарти Ф. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча шкулӗн хор уйрӑмӗн ертӳҫи Александра Васильева; Александр Осипов музыковед; Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ Светлана Лаврентьева; Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн пай пуҫлӑхӗ Светлана Тяхмусова; Ҫӗрпӳ районӗнчи культура аталанӑвӗн центрӗн пуҫлӑхӗ Светлана Смирнова тата Ирида Вдовинан хӗрӗсем — Рива Захаровапа Луизы Березнева — хакланӑ.

Студентсенчен пӗрремӗш вырӑна Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин 2-мӗш курс студентки София Иванова йышӑннӑ, халӑх юррине юратакансенчен — Элӗк районӗнчи Владислав Герасимов. Тӗп парнепе Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Галина Сергеевана чысланӑ.

#шкулсем, #музыка училищи, #ЧППУ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Элӗк районӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #культура, #конкурссем, #чӑвашлӑх, #ЧПГӐИ, #пултарулӑх

 

Сӑнсем (98)