Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Любовь Фёдоровӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 15.02.2011 10:33 | 2589 хут пӑхнӑ
Любовь Фёдоровӑна саламланӑ самант
Любовь Фёдоровӑна саламланӑ самант

Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин халӑх артисткин, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисткин Любовь Фёдоровӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ.

Пултаруллӑ артисткӑна Чӑваш Ен культура министрӗ Роза Лизакова саламларӗ — театр ӳнерне аталантарнӑшӑн тата нумай ҫул чуна парса ӗҫленӗшӗн Любовь Михайловна Чӑваш Ен президенчӗн Тав сӑмахне тивӗҫни пирки пӗлтерчӗ.

Саламлама ҫавӑн пекех артистка ҫуралса ӳснӗ Шупашкар районӗнчи ҫынсем чылайӑн пынӑччӗ. Унсӑр пуҫне пултарулӑх каҫӗнче салам сӑмахӗ калакансен шутӗнче Любовь Михайловнӑн пултарулӑхне кӑмӑллакансем, тусӗсем, юлташӗсем, тӑванӗсем пулчӗҫ.

Пултарулӑх каҫне пухӑннисем А. Цагарелин «Евчӗ», Г. Медведевӑн «Пасар патши», Г. Башкуевӑн «Ҫӗнӗ арӑм», А. Лекановӑн «Юратсан юрлас килет» спектакльсенчи сценкӑсене курма пултарчӗҫ.

 

Любовь Михайловна Фёдорова 1951 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗн Лапсар ялӗнче ҫуралнӑ. 1972 ҫулта ЛГИТМиК-ран вӗренсе тухнӑ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Любовь Михайловна 100 ытла роль выляса кӑтартнӑ. Вӗсенчен чи паллисем: Миссис Пейдж (В. Шекпирӑн «Ашкӑнчӑк инкесем»); Елюна (А. Чебановӑн «Праски инке хӗр парать»); Ольга Геннадьевна (Г.Медведевӑн «Амаҫури»); Василиса Павловна (Н. Дьяконовӑн «Парнеллӗ туйӗ»); Фекла (Ф. Абрамовӑн «Ҫурт»); тата ыттисем.

 

Сӑнсем (автор — С. Журавлев)

#пултарулӑх каҫӗсем, #Лапсар, #К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ, #Шупашкар районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем