Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Nokia компани пӗр кӑсӑклӑ хатӗре сутлӑха кӑларнӑ — велосипедпа ярӑннӑ май вӑл карас телефона авӑрлама пултарать. Хатӗре кӑлараканӑн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх — ӑна усӑ курсан авӑрлав сирӗншӗн тӳлевсӗр тата ҫав енченех сывлӑха усӑллӑ пулӗ.
Комплекта динамо-машина, телефона руль ҫумне хытармалли пай тата авӑрлав хатӗрӗ кӗрет. Чикӗ леш енче сутма та тытӑннӑ ӗнтӗ — хакӗ 30 евро. Раҫҫей филиалӗн сайтӗнче информаци пур пулин те, ӑна пирӗн патра хӑҫан сутма тытӑнасси тата хакӗ паллӑ мар-ха.
Nokia DC-14 велосипедри авӑрлав хатӗрне халӑх умне пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче кӑтартнӑччӗ, сутлӑха 2010 ҫул вӗҫнелле кӑларма шантарнӑччӗ. Халӗ тинех вӑл вӑхӑт ситрӗ ӗнтӗ.
