Шупашкара Алькеш поселокӗ енчен кӗнӗ ҫӗрте ҫынсене Пинеслу савӑнтаратчӗ. Унпа юнашар пикен ҫӗр ҫинчи пурнӑҫне япӑхалатнӑ тухатмӑш карчӑк та пурччӗ. Шел те, Андрей Молоков скульпторӑн ӗҫне те чӑннипех те хаклама пӗлмерӗҫ, те Пинеслу ӑнсӑртран ҫунса кайрӗ…
Андрей Молоков — Чӑваш Енре улӑм-утӑпа ӗҫлекен пӗртен-пӗр скульптор. Улӑмпа ӗҫленӗ чухне пӗчӗк пайсене тума ҫук. Филармони умӗнчи лаша ҫемйи те — унӑн ӗҫӗ. Молоков утӑпа 4 ҫул каялла, пӗтӗм тӗнчери фестивальте, ӗҫлеме пуҫланӑ. Унӑн скульптурисем Францири пӗр курорт хулара та вырӑн тупнӑ. Вӑл Шупашкар хули валли те чылай ҫӗннине шухӑшласа кӑларать.
Скульпторӑн ҫӗнӗ шухӑш пур. Вӑл Шупашкарти Гагарин тата Калинин урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнти ҫул ҫаврӑмӗнче «Улӑп» скульптура вырнаҫтарасшӑн. Вӑл ӑна тимӗртен ӑсталасшӑн. Улӑп 10 метр ҫӳллӗш пулӗ, унӑн ячӗ «Улӑп ҫынсене ҫулӑм парнелет» ятлӑ.
Аса илтеретпӗр, Улӑп кӳлепине вырнаҫтарма «Ирӗклӗх» те ҫырсаччӗ. Анчах тӳре-шара вӗсене укҫа-тенкӗ ҫукки пирки, палӑксене ытларах Чӑваш Ен шайӗнчисене кӑна мар, Раҫҫей пӗлтерӗшлисене суйлама сӗннӗ.