Чӑваш Ен делегацийӗ Самар облаҫӗн Шӑнтал районне ҫитсе вырӑнти «Чӑваш чӗлхипе литературӑна вӗрентекен ҫулталӑк учителӗ» ӑмӑртӑва хутшӑнчӗ. Пирӗн тӑрӑхран кӳршӗсем патне Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерствин пӗтӗмӗшле вӗренӳ аталанӑвӗн пайӗнче, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрӑра, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш филологи факультетӗнче вӑй хуракан ӗҫченсем тата ЧНК ҫыннисем пулчӗҫ.
Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем валли семинарпа ҫавра сӗтел ирттерчӗҫ, шкул директорӗсемпе тӑван чӗлхене вӗрентмелли ыйтусене пӑхса тухрӗҫ, сӳтсе яврӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра кунти шкулсенче, вӗсем наци шкулӗ шутланаҫҫӗ пулин те, чӑваш ачисене тӑван чӗлхене вӗрентмеҫҫӗ. 10 ҫул каялла лару-тӑру пачах урӑхла пулнӑ — ачасем чӑваш чӗлхипе литературине эрнере 1-2 сехет вӗреннӗ. Майӗпен-майӗпен, сехетсене чакарса, халӗ факультатив шайне ҫитернӗ — ачасене фольклор ҫеҫ вӗрентеҫҫӗ. Кӗҫӗн классенче чӑваш чӗлхипе калаҫса вӗреннӗ ачасен вӑтам класа ҫитнӗ хыҫҫӑн аталану пӗтет — малалла чӗлхене ӑса хывмаҫҫӗ-ҫке. Юнашар пурӑнакан мӑкшӑсенех урӑхла — ачасем шкулта тӑван мӑкшӑ чӗлхине вӗренеҫҫӗ.
Шел те, хӑш-пӗр вырӑнсенче чӑваш тӗнчи ҫапла пӗтсе пырать. Сӑлтавӗ, паллах, халӑх культурине упраса аталантарас ыйтупа вырӑнти влаҫ ҫыннисем ӗҫлесшӗн марринче, ҫак ыйтупа ӗҫлемелли ЧНК хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ туманнинче.
Аксар // 4009.22.5849
2010.12.21 21:37 | |
Глобализаци хăй ĕçне "тĕплĕ" тăвать... | |
тимер // 8568.8.6851
2010.12.22 09:42 | |
Глобализаци айăплă мар.Тутарсем аталанса пыраççĕ.Пирĕн вара ЧНКара та чăвашла калаçмаççĕ.Чунĕпе чăваш мар хавшак çынсем лараççĕ унта.Маттур та пултаруллă чăвашсем питĕ нумай.Вĕсене пухма пултаракан сумлă çына лартмалла ЧНК пуçлăхне. | |
Николай // 2527.76.5821
2010.12.23 20:22 | |
"Чăваш халăхĕ"тени лĕнчĕртетсе,ирĕльсе пырать."Чăваш Республики"тени-паян хăй"диаспора"."Чăваш президенчĕ"тени -Раççейĕн пĕр регионĕн "сантехникĕ"."ЧНК"тени фасад,монумент.
Чăваш халăхĕ...ашшĕсĕр.Нацине АТТЕ кирлĕ!Йĕркелесе,майлаштарса,аталантарса пыма. | |
атилла // 1229.28.7904
2010.12.24 19:44 | |
Президентсем улшăнаççĕ.Конгресс президентне Архипова вара кам тытса тăрать?Нивушлĕ чăваш тĕнчи хĕсĕр. |