Раштавӑн 1-мӗшӗнче, «Трак Ен» сайт пелтернӗ тӑрӑх, Красноармейски районӗнче Германири Ангальт ҫӗрӗн Хресченсен Пӗрлӗхӗн директорӗ Гайнц Фиренклес господин пулнӑ.
Вӑл Трак ене, «Чӑваш Енри ялти тӑрӑхсене аталантарасси» чӑвашсемпе нимӗҫсен пӗрлехи проекчӗпе интересленнӗ май, кӗске вӑхӑтлӑх эксперт пулса килнӗ. «Эпӗ отпускра мар, ӗҫре. Сирӗнтен вӗренмелли ҫук мар», — терӗ Гайнц Фиренклес. Хӑна, чӑн та, ку тӑрӑхра пӗрремӗш хут мар. Кӑҫалхи шӑрӑх ҫу кунӗсенче вӑл В. А. Васильева хресчен-фермер хуҫалӑхӗн Сартӑванти ӗне ферминче пулса курнӑччӗ. Хальхинче те кунта ҫитсе килме шухӑшланӑ иккен. «Унчченхипе танлаштарсан, фермӑра ырӑ улшӑнусем ҫук мар», — палӑртрӗ Германи хӑни. Сартӑван ферминче, Венера Андреевна ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пысӑк юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Ертӳҫӗ шухӑшӗпе вӗсене ирттермесӗр, фермӑра вӑй хуракансене тивӗҫлӗ условисем туса памасӑр ӗнесен продуктивлӑхне малалла хӑвӑрттӑн ӳстереймӗн. Паллах, лайӑх та паха опыта та алла илмеллех, малта пыракансенчен, сӑмахран, Германири туссенчен те, вӗренмелле. В. А. Васильева ертӳҫӗ чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче республика делегацийӗн йышӗнче нимӗҫсем патӗнче пулнӑ, Гайнц Фиренклес ҫемйине те ҫитсе курнӑ. Венера Андреевнапа делегаци членӗсем унти хресченсем ял хуҫалӑхне аталантарассипе вӑй хурса ӗҫленин опытне алла илме ҫине тӑнӑ. «Мана кил хуҫи арӑмӗ кӑмпаран тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ хатӗрлени те килӗшрӗ», — каласа парать хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи. Вӗсем Гайнц Фиренклес господина республикӑна татах килсе курма чӗннӗ. Хӑна чӗнӗве вара хапӑл тусах йышӑннӑ.
Гайнц Фиренклес господинпа пӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Ю. А. Васильев тата Красноармейски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Э. Ю. Ермаков ҫӳрерӗҫ. Сывпуллашас умӗн Юрий Алексеевич Германи хӑнине «Красноармейский район. Люди и судьбы» кӗнеке парнелерӗ, ӗҫлӗ те ӑшӑ кӑмӑллӑ тӗлпулусем малашне татах та пуласса шанса тӑнине палӑртрӗ.