Футбол енӗпе иртекен Тӗнче чемпионачӗ валли волонтерсем хатӗрлемешкӗн пуҫлаҫҫӗ. Унта Чӑваш Ен ҫыннисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Кунашкал волонтер юхӑмӗ Раҫҫейре чи пысӑкки пуласса шантараҫҫӗ. Унта лекес тесен FIFA сайтӗнче заявка памалла.
Чемионат 2018 ҫулта иртӗ. Ун валли 11 хулара волонтерсен 15 центрне тунӑ. Тӗнче шайӗнче иртекен мероприятире 15 пин ытла волонтер ӗҫлӗ. 2017 ҫулта Конфедерацисен Кубокӗ иртӗ. Унта 7 пин волонтер кирлӗ.
Заявкӑсене кӗҫех, ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен, йышӑнма тытӑнӗҫ. Ӑна ru.fifa.com/volunteers сайта ямалла. Унта кирлӗ ыйтӑвӑн хуравне тупма, волонтерсен ӗҫӗ пирки пӗлме те пулать.