Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шупашкарта чӑваш халӑх академикӗсемпе таврапӗлӳҫӗсем пухӑнчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 31.10.2010 21:56 | 1773 хут пӑхнӑ
Пухун 2-мӗш пайӗнче
Пухун 2-мӗш пайӗнче

Юпа уйӑхӗ вӗҫленес умӗн, 30-мӗш кунне, Шупашкарти Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче чӑваш халӑх академикӗсемпе таврапӗлӳҫӗсем пухӑнчӗҫ — ҫулсенренхи пуху иртрӗ. Ҫак шӑматкунхи ир Мускав проспектӗнче ЧПУн экономика факультечӗ ҫурчӗ хыҫӗнче пытанса ларакан институтра халӑх чылай пулчӗ — Чӑваш Енрен кӑна мар, ун тулашӗнчен те хӑнасем ҫитрӗҫ — Пушкӑртстан, Тутарстан, Чӗмпӗр тата ытти тӑрӑхсенчен. Вӗсенчен чылайӑшӗ парнесемпе — кӗнекесемпе — килнӗччӗ. Пӗрисем хур какайӗпе те сӑйлама пултарчӗҫ.

Пухун тӗп ыйтӑвӗсем шутӗнче чӑваш халӑх ӑсчахӗсен президентне, таврапӗлӳҫӗсен председательне суйласси пулчӗ. Ҫавӑн пекех укҫа-тенкӗпе ӗҫлекенсене (Димитриева Алевтинӑна), ваттисен хуралӗн ертӳҫине (Денис Гордеев ҫыравҫа) палӑртрӗҫ. Пухӑннисем килӗшнипе таврапӗлӳҫӗсен ертӳҫине паллӑ музейҫӑна Эдуард Бахмисова суйларӗҫ. Халӑх ӑҫчахӗсем хӑйсен пуҫӗ пума Евгений (Ешентей) Ерагина шантарчӗҫ. Ӑна пулӑшакансене те палӑртрӗҫ — Эдиссон Патмара, Димитриева Алевтинӑна, Иван Дубанова. Паллах, халӑх академийӗн секцийӗсем ҫулталӑк хушшинче тунӑ хӑйсен ӗҫӗсемпе кӗскен паллаштарчӗҫ.

Тӑхтав вӑхӑтӗнче ҫак ҫулталӑк хушшинче пирӗнтен уйрӑлнисене асӑнчӗҫ: Таллеров Петр Понтелеймоновича, Бурмистров Владимир Михайловича, Кудявнин Василий Ивановича, Михайлов Илья Михайловича.

Апатланнӑ хыҫҫӑн пухун иккӗмӗш пайӗ пуҫланчӗ — кунта чӑваш халӑхӗн кун-ҫулне епле тишкермеллине сӳтсе яврӗҫ. Халӗ, тинтерех, тухнӑ кӗнекесемпе паллашрӗҫ.

 

Сӑнсем

#ЧПГӐИ, #пухусем, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем