Республикӑри демографи ҫитӗнӗвӗ чакса пыни обществӑн тӗрлӗ сийӗсене пырса тивет. Уйрӑмах профессиллӗ пӗлӳ паракан вӗрентӳ заведенийӗсене те. Юлашки ҫулсенче студентсен шучӗ ҫулсерен чакса пыни тӗпрен илсен ҫак сӑлтавпах ҫыхӑннӑ. Ҫавӑнпах университетри факультетсен пулас абитуриентсем ҫинчен халех шухӑшлама тивет.
Профориентаци ӗҫне чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче йӗркелесе янӑ ӗнтӗ. Факультет ӗҫченӗсем хулари, тӗрлӗ районти шкулсене уйӑрса илсе вӗсене ҫитсе курма палӑртса хунӑ. Ҫак тӗллевпех ытларикун, юпан 19-мӗшӗнче, И.Ю. Кирилловӑпа Е.Р. Афанасьева доцентсем, Л.В. Антонов ассистент Шупашкар хулинчи 49 № шкула (Хусанкай урамӗ, 23 ҫурт) 10-11-мӗш класра вӗренекенсемпе тӗлпулӑва кайса килчӗҫ. Акт залне шкул ачисемпе вӗрентекенсем пухӑнчӗҫ. И.Ю. Кириллова пухӑннисене пӗтӗмӗшле университетпа, факультетри специальностьсемпе паллаштарчӗ. Е.Р. Афанасьева ачасене культурологи специальноҫӗ ҫинчен тӗплӗнрех каласа пачӗ. Л.В. Антонов ҫамрӑксемпе культура ӗҫченӗн обществӑри паянхи вырӑнӗпӗ пӗлтерӗшӗ ҫинчен курӑмлӑ тӗслӗхсем илсе парса калаҫрӗ. Хӑй те культурӑпа ҫыхӑннӑскер ачасен кӑмӑлне ҫавӑрчӗ, вӗсем паллӑ юрӑҫран автограф илмесӗр хӑпмарӗҫ.
Тӗлпулу хаваслӑ иртрӗ.