Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Тупӑшура вӗрентекен те, вӗренекен те танах

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 21.04.2016 16:13 | 1766 хут пӑхнӑ
Республикӑра «Выдающиеся люди вашего района» конкурс ҫӗнтерӳҫисенчен пӗрисем
«Выдающиеся люди вашего района» конкурс ҫӗнтерӳҫисенчен пӗрисем

Вӗсен хушшинче такам та пулчӗ: вӗрентекенӗ те, вӗренекенӗ те, пуҫлӑхӗ те, пуҫлӑха пӑхӑнаканӗ те, библиотекарӗ те, калем ӑсти те, авторӗ те, авторӗн геройӗ те. Сӑмахӑм — Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ «Выдающиеся люди вашего района» (чӑв. Сирӗн районӑн пултаруллӑ ҫыннисем) интернет-конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чыслани пирки.

Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян иртнӗ темиҫе мероприятирен пӗри шӑпах ҫакӑ пулчӗ те. Ӑна республикӑн парламент пурнӑҫне 20 ҫул ҫутатса тӑракан пичет кӑларӑмӗ хӑйӗн 20 ҫулхине халалласа ҫавра сӗтел евӗр йӗркелерӗ.

Ҫур ҫула тӑсӑлнӑ интернет-конкурс вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах та пулса иртрӗ. Ҫӗнтерес тесе хӑш-пӗр автор хальхи интернет технологийӗсемпе усӑ курса хӑйшӗн суя сасӑсем хушма пӑхрӗ. Теприсем конкурента сирес тесе те ҫапла хӑтланчӗҫ пулмалла. Апла-и, капла-и, чи-чи лайӑх материал авторӗсене палӑртрӗҫ-палӑртрӗҫех. Кашни районтан пӗрер ҫынна чысларӗҫ паян. Вӗсенчен чи-чисене, абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫӗсене, ик автора уйӑрса илчӗҫ. Ку ята Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мишеркассинчи чӑваш чӗлхипе литературин учителӗ Светлана Храмова тата Етӗрне районӗнчи тӗп вулавӑшри сектор заведующийӗ Наталья Мазюкова тивӗҫрӗҫ.

Пултаруллисене «Республика» хаҫат редакторӗ Лидия Филиппова тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн ертӳҫи Анатолий Ухтияров саламларӗҫ. Парнисене вара редакципе тата Патшалӑх Канашӗпе пӗрлех уҫӑ кӑмӑллӑ депутатсем те уйӑрчӗҫ.

#уявсем, #чыславсем, #Етӗрне районӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Мишеркасси, #МИХсем, #Патшалӑх Канашӗ, #тӳре-шара, #Республика

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем