Шупашкарта ӗҫлекен станочника РФ Президенчӗ Владимир Путин тав тунӑ. Станислав Майков ҫакна хастар ӗҫленӗшӗн тивӗҫнӗ.
Арҫын Шупашкарти элеваторта стночникра ӗҫлет. Ӑна хастар ӗҫленӗшӗн сахал мар палӑртнӑ. Вӑл унта чылай ҫул вӑй хурать.
Хальхинче Станислав РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн Тавне тивӗҫнӗ. Ӗҫтешӗсем те ӑна лайӑх енчен ҫеҫ хаклаҫҫӗ. Вӑл тӑрӑшнипе цехра станоксем лайӑх ӗҫлеҫҫӗ. Шупашкарти элеватор директорӗ Александр Дмитриев та ӗҫтешне юсав ӗҫӗсене ӑста пурнӑҫланӑшӑн ырлать. Арҫын ҫӗнӗ технологисене те алла илеме тӑрӑшать.