Республикӑн тӗп хулинче туристсене оркестрпа кӗтсе илме ӗмӗтленеҫҫӗ. Ку вӑл — планра. Унччен вара ӑна, оркестрне, йӗркелемелле.
«Кадетсен вӗрсе каламалли оркестрӗ» проекта пурнӑҫа Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗ укҫа парса пулӑшмалла.
Оркестрне В.П. Воробьев ячӗллӗ 2-мӗш музыка шкулӗ тата 47-мӗш вӑтам шкул пӗрле йӗркелемелле.
Шупашкарти ача-пӑчан 2-мӗш музыка шкулне илсен, культура управленийӗнче ӑна малашлӑхлӑ тата ҫӗнӗлле ӗҫлекенсен шутне кӗртеҫҫӗ. Кадетсен оркестрне йӗркелессипе асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗн ҫине тӑмалла. Йӗркеленсе кайсан оркестра шкулти мероприятисене кӑна мар, хуларисене те хутшӑнмалла. Оркестр вӑхӑтлӑх туризма аталантарма та пулӑшасса шанаҫҫӗ.