Сӗнтӗрвӑрри хули ҫывӑхӗнчи ача-пӑча уйлӑхӗ пулнӑ ҫуртра санатори комплексӗ тума палӑртнӑ.
Унта ҫурта ҫӗнетме пуҫланӑ ӗнтӗ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри хули ҫывӑхӗнче, 10 ҫухрӑм аякра, вырнаҫнӑ. Санаторире тӗрлӗ категориллӗ 24 номер хатӗрлеме палӑртнӑ. Кунтах коттеджсем пулмалла.
Комплекс илемлӗ вырӑнта, ҫавӑнпа вӑл хута кайсан кунта халӑх канасси пирки иккӗленмеҫҫӗ. Республикӑра минераллӑ шывпа тата сиплӗ пылчӑкпа санаторипе сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс сахаллине палӑртаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ санаторипе профилактика комплексӗ «Чӑваш Ен — Атӑл чӗри» автотуризм кластерне тӑвасси» инвестици проекчӗсен йышне кӗме те пултарӗ.