Чӑвашстата ӗненес тӗк, муниципалитет чиновникӗсен регионти вӑтам шалӑвне 16,7 процент ҫитмест. Федераци тата республика влаҫӗн органӗсенче ӗҫлекенсеннинчен вара 20 процент пӗчӗкрех.
Федераци тата республика влаҫӗн органӗсенче ӗҫлекенсем пӗлтӗр вӑтамран 27,2 пин тенкӗ илнӗ. 2014 ҫулхипе танлаштарсан, 2,3 процент чакнӑ. Суд органӗсенче тата прокуратурӑра вӑй хуракансен вара шалӑвӗ 11% ӳснӗ, 25 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Саккун кӑларакан влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем пуринчен ытларах илеҫҫӗ. Пӗлтӗр вӗсен вӑтам шалӑвӗ 47,9 пин тенкӗпе танлашнӑ. Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче вӑй хуракансен ӗҫ укҫи ҫавӑн пекех юлнӑ.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, регионта чи «чухӑннисем» — муниципалитет служащийӗсем. Пӗлтӗр вӗсен шалӑвӗ кӑшт ӳснӗ пулин те ку кӑтарту 21,9 пин тенкӗпе танлашнӑ.