Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тӗрӗк пӗлӳлӗхӗн тӗнче конференцийӗ иртӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.09.2010 13:47 | 1691 хут пӑхнӑ

Авӑнӑн 15-18-мӗшӗсенче Шупашкарта, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа тӗрӗк пӗлӳлӗхӗн тӗнче конференцийӗ иртӗ. Ирттерекенсем: Раҫҫейри тӗрӗк пӗлӳлӗхӗн комитечӗ, Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен Ассамблеи, РӐА чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ.

Конференци чӗлхисем: чӑвашла, тӗрӗк чӗлхисем, вырӑсла, акӑлчанла.

 

Пурӗ 11 секци ӗҫлӗ:

1) Тӗрӗк пӗлӗвӗн еткерӗ, XXI ӗмерти вырӑнӗ.

2) Танлаштаруллӑ-историллӗ тӗрӗк пӗлӗвӗпе алтаистика. Секци хӑйӗн ӗҫне Н.И.Ашмарин ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халаллать.

3) Тӗрӗк чӗлхисенчи типологисемпе ареалсем.

4) Танлашруллӑ тата тишкерӳллӗ этнолингвокультурологи.

5) Тӗрӗк тӗнчин диахронири тата синхронири чӗлхе ӳкерчӗкӗ.

6) Тӗрӗк сасӑ пӗлӗвӗ тата грамматики. Секци хӑйӗн ӗҫне Л.С.Левитскаяна халаллать.

7) Тӗрӗк халӑхӗн пултарулахӗ тата литератури.

8) Компоративлӑ халап пӗлӗвӗ.

9) Тӗрӗк тӑрӑхӗсенчи чӗлхе лару-тӑрӑвӗн типологийӗ.

10) Пӗчӗк йышлӑ тӗрӗк чӗлхисем.

11) Историпе чӗлхе пӗлӗвне тишкерсе палӑртнӑ тӗрӗксен ҫыхӑнӑвӗсем.

Авӑнӑн 15-мӗшӗнче конферентҫӑсене йышӑнӗҫ, вырнаҫтарӗҫ. Тепӗр кун, авӑнӑн 16-мӗшӗнче, 8 сехетпе 10 хушшинче вӗсем регистрациленӗҫ.

Авӑнӑн 18-мӗшӗнче института никӗсленӗренпе 80 ҫул ҫитнӗ ятпа тӗрлӗ мероприятисем иртӗҫ.

 

Конференцие хутшӑнас тесен сирӗн хӑвӑр заявкӑна авӑнӑн 15-мӗшӗччен ҫак адреспа ярса памалла: 428015, Шупашкар, Мускав пр., 29 ҫ., 1 корпус.

#Шупашкар, #конференцисем, #ЧПГӐИ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем