Чӑвашсен тӗп хаҫачӗн — «Хыпарӑн» — паян 110 ҫулхи юбилейӗ. Чӑваш журналистикин никӗсне хывнӑ хаҫат тухма тытӑннӑранпа шӑп та лӑп 110 ҫул ҫитнӗ.
Пӗрремӗш номер 1906 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тухнӑ. Ӑна Николай Никольский профессор Хусанта йӗркеленӗ. «Хаҫат тӑрӑх ырра вӗренесчӗ», — ҫакнашкал тӗллев лартнӑ вӑл ун чухне. (эпир илнӗ ҫӑлкуҫра ҫак сӑмахсене Иван Яковлевӑн тесе йӑнӑшнӑ).
Хаҫат чылай йывӑрлӑха чӑтса ирттернӗ. 1918 ҫулта ӑна хупнӑ. Каярахпа вӑл тӗрлӗ ятпа тухма пуҫланӑ: «Канаш», «Чӑваш коммуни», «Коммунизм ялавӗ». Тӗп редакторта тӑрӑшакансем те улшӑнса пынӑ. Халӗ ку тивӗҫе Михаил Арланов пурнӑҫлать. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче пирвайхи ятне тавӑрнӑ. Паян та ҫак ятпах тухса тӑрать вӑл.