Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Сӑвар» фонд «Ҫӑлкуҫра» Сурхури ирттерчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
You can also read this news in English
Аçтахар Плотников 10.01.2016 22:03 | 2405 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

ЧНК ҫурчӗн аялти хутӗнче вырнаҫнӑ «Ҫӑлкуҫ» кафере «Сӑвар» фонд ирттерекен Сурхури уявӗ пулчӗ. Вӑл кашни ҫул кӑрлач уйӑхӗнче чӑвашсем паллӑ тӑвакан Сурхури уявӗ вӑхӑтӗнче иртет. Яланхи пекех кафен пысӑках мар банкет пӳлӗмӗнче халӑх йышлӑн пухӑнчӗ.

Сурхури уявне «Сӑвар» фонд ертӳҫи Тимӗр Тяпкин пуҫларӗ. Йӑли-йӗркине вара Виталий Станьял ӑсчах-таврапӗлӳҫӗ тытса пычӗ. Уявӑн сунӑм сӑмахӗсене каланӑ май вӑл ҫавра ҫӑкӑр касса пухӑннисене валеҫсе пама ыйтрӗ. Сурхури ҫакрине пурте тутанса пӑхрӗҫ. Ҫавӑн пекех сӑра куркине те пуҫласа ӗҫсе пачӗ.

Уяв кӗрекинче Виталий Станьял, Праски Витти тата Муркаш ҫӗрӗнчи икӗ паллӑ таврапӗлӳҫӗ ларчӗҫ — Мартыновпа Морозов. Сурхури уявне кӑҫал ентешлӗх пуҫлӑхӗсем те килчӗҫ. Вӗсен ячӗпе Юрий Зорин тухса калаҫрӗ, ҫулталӑк хушшинче ентешлӗхсем тӑрӑшнипе мӗнле ӗҫсем туни пирки каласа пачӗ. Мускаври чӑвашсен пӑлхар обществин ертӳҫи Владимир Болгарский тухса сӑмах каларӗ ҫеҫ мар, Праски Виттин пӗр картинине туянса ватӑ ӳнерҫе пулӑшу кӳчӗ.

Пухӑннисем Сурхури ячӗпе тутлӑ шӳрпе ҫирӗҫ, Николай Фомиряков тӗрлӗ инструментсеме кӗвӗ каланине итлесе савӑнчӗҫ.

Тимӗр Тяпкин пухӑннӑ кашни хӑнана тав сӑмахӗ каларӗ, уйрӑмах — уява ирттерме пулӑшакан Шупашкарти чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен (ертӳҫи Зоя Нестеровна) ассоциацине. Хӗрарӑмсем хулари ачасене тӑван чӗлхене ӑса хывма ӑста пулни вӗсен вӑр-варлӑхӗнче палӑрчӗ. Тӑрӑшуллисене Палтай Микуҫ та асӑрхарӗ — маттур хӗрарӑмсене хӑй ӑсталакан чаплӑ япалисене парнелерӗ.

#чӑвашлӑх, #уявсем, #Сӑвар, #Сурхури

 

Сӑнсем (59)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем