Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗн: Пучинкери Раштав уявӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
aleks-lyda51 09.01.2016 15:02 | 2337 хут пӑхнӑ
Тӗн

Ҫӗнӗ ҫула кӗрсенех, кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче, православи тӗнне ӗненекенсем Христос Ҫуралнине уявлаҫҫӗ. Ҫак куна халалласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗн культура ҫуртӗнче Раштав Уявне ирттерчӗҫ.

Хӑнасене культура ҫурчӗн фойинче чӑрӑш лӑссисемпе, теттесемпе илемлетнӗ экспозици — Таса Мария Хӗрпе сӑпкари тин ҫуралнӑ Христос кӗтсе илчӗҫ.

Уява Пучинке шкулӗн вӗренекенӗсем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем, кукамӑшӗсем, асламӑшӗсем килнӗ. Пухӑннисене культура ҫурчӗн ертӳҫи Роза Ильинична Клементьева Раштав уявӗ ячӗпе чун-чӗререн ӑшшӑн саламларӗ, сцена ҫине Уява йӗркелеме пулӑшнӑ хастарсене чӗнчӗ. Чи малтан салам сӑмахне Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Георгиевич Федоров илчӗ. Вӑл Христос Ҫуралнӑ кун — ҫулталӑкри чи илемлӗ те ҫутӑ кунсенчен пӗри пулнине палӑртрӗ. Раштав уявӗ мӗн авалтан ҫынсене ҫутӑ туйӑмсем, шанчӑк, ӗненӳ парса тӑрать. Уяв ячӗпе пӗтӗм ял-йыша телей, ӑнӑҫусем, ырлӑхпа юрату сунчӗ. Ун хыҫҫӑн Пучинкере Ҫветтуй Троица тата Богоявлени турӑшӗн часавайне тӑвассипе ӗҫлекен попечительсен канашӗн председателӗ Николай Васильевич Осипов ял-йыша уяв ячӗпе саламларӗ. Вӑл пухӑннисене кашнинех хӑйӗн вӑй-халне шанса, ҫӳлти Турӑна ӗненсе, пӗр-пӗрне юратса пурӑнма ырлӑх-сывлӑх сунчӗ. Малалла уява килнисене Хӗрарамсен Канашӗн ертӳҫи Вера Васильевна Егоровӑпа нумай пулмасть йеркеленӗ Ашшӗсен Канашӗн ячӗпе Анатолий Иванович Петров саламларӗҫ. Вӗсем ачасене тӑрӑшса вӗренме, пысӑк ҫитӗнӳсем тума, юлташсемпе туслӑ пулма сунчӗҫ. Аслисене ҫемьере пӗр-пӗрне хисеплеме, ачасене тӗрӗс пӑхса ҫитӗнтерессишӗн тӑрӑшма сывлӑхпа телей пиллерӗҫ.

Раштав концертне 5-мӗш класра вӗренекен ачасем пуҫларӗҫ. Вӗсем Вифлеем хулинче Патша Турӑ тата пире ҫӑлакан Иисус Христос ку тӗнчене килнине сӑнлакан сценкӑна лартса пачӗҫ. Ертӳҫи — Елизавета Михайловна Михайлова. Ун хыҫҫӑн шкулта вӗренекен ачасем Лилия Михайловна Иванова ертсе пынипе тӗрлӗ раштав юррисем юрларӗҫ, сӑвӑсем вуларӗҫ

Концерт вӗҫленсен пурте капӑр чӑрӑш тавра пысӑк ункӑ туса уяв картине тӑчӗҫ. Ачасем Ҫӗнӗ ҫул, уяв чӑрӑшӗ ҫинчен юрӑсем юрларӗҫ. Хӗл илемӗпе Хӗл Мучи ҫинчен тӗрлӗ сӑвӑсем каларӗҫ. Уяв вӗҫленес умӗн Вера Васильевна хатӗрленӗ пӗчӗк ыркӑмӑллӑх парни — раштав сивенирӗсем пӗчӗк ачасене чӑннипех те савӑнтарчӗ. Хӗрарӑмсен канашӗн хастарӗсем ачасене, ял-йыша сиплӗ вӗри чейпе, пылак апат-ҫимӗҫпе сайларӗҫ. Раштав Уявне килнисем пурте пӗр-пӗрне тӗнчене Пулӑшакан тата Ҫӑлакан Иисус Христос килнипе саламларӗҫ, ырлӑхпа сывлӑх сунса, савӑк кӑмӑлпа килӗсене саланчӗҫ.

Пучинке ял тӑрӑхӗнче ҫак уяв пӗрремӗш хут иртрӗ.

#Пучинке ял тӑрӑхӗ, #Пучинке, #тӗн, #христос тӗнӗ, #уявсем, #Йӗпреҫ районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем