Чӑваш кӗнеке издательстви ҫак кунсенче «Чӑваш фразеологийӗн ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин» пӗрремӗш томне пичетлесе кӑларнӑ. Шел те, унӑн авторӗ, Федоров Георгий Иосифович, ҫак кун таран кӑшт кӑна пурӑнса ҫитереймерӗ, пирӗнтен раштавӑн 9-мӗшӗнче уйрӑлса кайрӗ. Ҫапла май ку кӗнекен тепӗр енӗ те пур — паллӑ ӑсчаха сума суни вӑл.
Чӑваш фразеологийӗн ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекинче пурӗ темиҫе пин фраземӑна ҫутатса ӑнтлантарнӑ. «Aл ҫавӑрса яр», «тимӗр пӑрҫа», «шӑл витмен», «чӗре сури тy» евӗрлӗ тӗслӗхсене кунта стиль тӗлӗшӗнчен, эмоциллӗ, экспрессиллӗ хаклав енчен пахаланӑ, вӗсемпе усӑ курнин уйрӑмлӑхӗсене илемлӗ литературӑран, фольклортан, халӑх пуплевӗнчен илнӗ тӗслӗхсемпе ҫирӗплетнӗ, фраземӑсен синонимӗсене кӑтартнӑ. Сӑмах кӗнекинче наци мифологийӗнче, халӑхӑн кулленхи пуплев эмпирикинче, ун историпе йӑла аталанӑвӗнче, литературинче паркаланнӑ фразеологи единицисем вырӑн тупнӑ.
«Ку словарь тӗпчевҫӗсемшӗн, культура ӗҫченӗсемшӗн, студентсемпе шкул ачисемшӗн усӑллӑ пулӗ», — тесе палӑртнӑ словарь аннотоцийӗнче. Кӗнекене вара ҫывӑх вӑхӑтра лавккасенче туянма май пулӗ. Пурӗ вӑл икӗ томпа тухмалла.