«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ паян республикӑри тӑватӑ карас ҫыхӑнӑвӗн операторне — «МегаФон»-а, «Билайн»-а, «Теле2»-е, «МТС»-а — хӑйсен сервисне чӑвашла та йӗркелеме ыйтса ҫыру янӑ. Унта вӗсем тӑван чӗлхепе усӑ курасси Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин саккунӗсем ыйтнине тивӗҫтерни пулнине палӑртнӑ. Хӑйсен ҫырӑвӗнче вӗсем саккунпа килӗшӳллӗн чӗлхе пӗлменни халӑхпа ӗҫлекен организаци ӑна хӑйӗн сервисӗпе тивӗҫтерме пултараймассине пӗлтерменни пирки асӑннӑ.
«Ирӗклӗх» ҫавӑн пекех чӗлхе сакунне тивӗҫтерсе Раҫҫей Федерацийӗн ытти тӑрӑхӗсенче мӗнле ӗҫлени пирки те асӑннӑ. Тӗслӗхрен, «Билайн» суту-илӳ маркин хуҫи «Вымпелком» Тыва тата Тутарстан республикисенче абонентсене сервиспа тывалла тата тутарла тивӗҫтереҫҫӗ. Красноярск тӑрӑхӗнче китайсем ыйтнипе вӗсем йышлӑн пурӑнакан вырӑнта «Билайн» вӗсем валли хӑйӗн тарифӗсене китайла куҫарса панӑ. Тутарстанра тутар чӗлхипе хӑйӗн тарифӗсем пирки «Мегафон» та пӗлтерет.
Хӑйсен ҫырӑвӗнче «Ирӗклӗх» пирӗн республикӑра пурӑнакан ытларах пайӗ чӑвашсем пулнине те палӑртса хӑварнӑ. Тутарстанри тутарсен йышӗ 52,92% пулсан Чӑваш Енри 67,69% йышлӑ халӑха валли сервиса чӑвашла йӗркелемеллех тесе палӑртнӑ «Ирӗклӗх» хастарӗсем.
«Ирӗклӗх» карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсене ҫакнашкал ӗҫсем тума сӗннӗ:
- чӑвашла пулӑшу паракан колл-центр йӗркелеме;
- тӗрлӗ реклама-информаци хучӗсене чӑвашла куҫарса пичетлеме, Чӑваш Енри информаципе тивӗҫтерекен сайта чӑвашла та куҫарма;
- кашни фирмӑллӑ салонта пур информацие те икӗ чӗлхепе тивӗҫтерме майсем туса пама.