2010 ҫулхи ҫӗртмен 25-27-мӗшӗсенче паллӑ вырӑс тӗпчевҫин, этнографӑн тата фольклористӑн Д.К. Зеленинӑн тӑван кӗтесӗнче — Удмурт Республикин Завьялов районӗнчи Люк ялӗнче — регионсем хушшинчи «Окно в небо» (Тӳпе чӳречи) V фольклор фестивалӗ иртрӗ.
Фестивале тӗрлӗ халӑхсен хушшинчи шанӑҫлӑхпа туслӑха ҫирӗплетес, пӗр-пӗрне лайӑхрах ӑнланас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Кӑҫал фестивалӑн тӗп теми «Халӑх йӑлине кӗнӗ вӑйӑсем» пулчӗ.
Фестивале Элӗк ял тӑрӑхӗн культурӑпа кану центрӗ ҫумӗнчи «Валинке» халӑх пултарулӑхӗн ушкӑнӗ те кайнӑ. Вӑл 17 ӗнтӗ хӑйӗн юрри-ташшисемпе ҫынсене савӑнтарать. Ушкӑн хастарӗсем Элӗк енчи чӑвашсен авалхи юрри-ташшине упраса хӑварас тӗлӗшпе нумай ӗҫлеҫҫӗ. Ача-пӑчана та хутшӑнтараҫҫӗ — вӗсем тем тесен те пирӗн пуласлӑх. Юлашки ҫулсенче «валинкесем» Чулхула, Сарӑту, Суздаль, Мускав, Питӗр, Богородск тата ытти хуласене ҫитрӗҫ, чӑваш юрри-ташшисемпе паллаштарчӗҫ.
Фестивале «Валинке» пушӑ кайман, вӑйӑсем хатӗрлесе кайнӑ. Унсӑр пуҫне ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхне «Пурнӑҫа ырласа» ташӑ-кевӗ композицинче кӑтартрӗ. Куракансене Элӗк тӑрӑхӗн ушкӑнӗ кӑмӑла кайрӗ — фестивале тепӗр ҫул та килме йыхравларӗҫ. «Валинкесем» вӗсене хӑйсене те вӑййа хутшӑнтарнӑ та-ха — епле килӗшмӗ? Куракансене чӑнах та чӑваш вӑййисем интереслӗ пулчӗҫ.