Виҫӗ уйӑх ытла пуҫлӑхсӑр пурӑннӑ институтра тинех ҫӗнӗ директора лартнӑ — ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑл вырӑна филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи Исаев Юрий Николаевич йышӑнать.
Малтан, Григорьев Валерий Сергеевич (истори ӑслӑлӑхӗн тухтӑрӗ) кайсан пуҫлӑх вырӑнӗ пушаннӑ хыҫҫӑн, директор ӗҫне Харитонова Валентина Григорьевна туса пынӑччӗ.
Юрий Николаевич маларах Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Халӗ вара Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне ертсе пырӗ.
Юрий Николаевич Патӑрьелсем, Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче 1969 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1986 ҫулта ялти шкулта ӑс пухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетне вӗренме кӗнӗ. 1989 ҫулта ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ. 2002 ҫулта «Чувашские эмотивные антропосемизмы и их синонимические ряды (пейоративное семантическое поле «человек»)» темӑпа кандидат диссертацине хӳтӗленӗ.
Victor // 3031.88.3903
2010.06.08 20:43 | |
ку çынран иртнипе танлаштарсан сăтăрĕнчен ытла усси нумайтарах пулинччĕ - çак тискеркке çурта кĕвĕçÿпе курайманлăха чарса çĕнĕ сывлăш кĕтĕрччĕ. | |
Андрей Михайлов // 4283.27.2779
2010.06.09 11:44 | |
Чăвашăн кĕвĕç туйăм вăйлă. Ăна пирĕн чакармалла! |