Ут


Хăйăра кукалет ырă ут...


Хăйăра кукалет ырă ут,

Куçĕнче ун вылять чĕрĕ вут.

Ак утлантăм, вĕçтертĕм инçе

Кĕмĕл уйăх шупка çутинче.

Чул çинче хĕм кăларчĕ такан.

Амсанса пăхса юлчĕ такам.

Малалла вирхĕнет çилçунат,

Хăлхара шăхăрса çил çунать!

Аякра пурăнан тăвансем,

Таравăтлă кĕтсе илĕрсем!

Кирлĕ мар йӳç эрех, пыл-сăра,

Мĕн çитейĕ ыр кăмăлăра?

«Ут юртать...»


Ут юртать. Ут юртнă-юртнă майăн,

Лăппи-лаппи юр вĕçсе юлать...

Шухăша каймашкăн питĕ лайăх,

Сăнаса пырса хыçри çула.

 

Хĕл юрлать. Юрлать çуна тупанĕ

Уçлăх евĕр аслă хирĕмре.

Эп пĕлместĕп, мĕншĕн ырă, канлĕ

Канлĕхе çухатнă чĕремре.

 

Чунăмра та çакнашкал сăваплăх

Ман упрас килетчĕ ĕмĕрех.

Уй çути çунать кĕрен-кăваккăн,

Чун çути темскершĕн тĕксĕмрех...

 

Ут юртать, юртать уй урлă,

Лăппи-лаппи юр вĕçсе юлать...

Эпĕ савнă, курнă, тӳснĕ пурнăç

Манăнах та мар пек туйăнать.