Евчĕ


Ăнман евчĕ


Вăтăр çула çитсе те авланма ĕлкĕреймен Анатуль, ялти тракторист, амăшĕ кашни кун ятланипе тарăхса çитрĕ.

— Авлантар-ха мана, Мĕтри тусăм! — терĕ вăл пĕррехинче тăваттă авланса пиллĕк уйрăлма ĕлкĕрнĕ юлташĕн килне пырса. — Тракторпа лайăх ĕçлеме пĕлетĕп пулсан та хĕрсемпе калаçма пĕлместĕп, вăтанатăп.

Чей ĕçсе ларакан кил хуçи ачалăх тусĕ çине куларах пăхса илчĕ.

— Кил, лар сĕтел хушшине! — сĕнчĕ вăл хăнине. — Эпĕ сана çĕрле пулсан — çĕрле, кăнтăрла-тăк — кăнтăрла пулăшма хатĕр. Сӳтсе явар çакăн пирки.

Чей ĕçе-ĕçе сӳтсе явма пикенчĕç. Кӳршĕ чăваш ялĕсенчи хĕрсемпе качча кайса уйрăлнă арăмсене «шĕкĕлчесе» тухнă хыççăн ашшĕ-амăшĕпе çеç пурăнакан Маруç çинче чарăнса тăчĕç.

— Сана килĕшмелле пек туйăнать те-ха çак хусах арăм, — шĕвĕр пӳрнипе маччана тĕллерĕ Мĕтри. — Атя кĕçĕр ун патне каяр! Евчи хамах пулăп.

Анатуль иккĕленсе-турткаланса тăнине курсан, тусĕ ăна хулĕнчен çапса илчĕ:

— Ан хăра! Манпа çухалмăн!

Вĕсем кĕç Мĕтрин «Жигулийĕпе» Палтал ялĕ енне тухса вĕçтерчĕç. Çуллахи çул тусанпа мăкăрланса çеç юлчĕ вĕсен хыççăн.

— Пырăпăр та Маруçăн килне, вăл пире сĕтел хушшине кĕртсе лартатех ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен, мана лайăх пĕлет вăл, — вĕрентет Мĕтри тусне, умри рульне çавăркаланă май. — Эсĕ шăп кăна ларăн. Калаçаканни, Маруçа сана качча кайма ӳкĕтлекенни хамах пулăп.

Малалла