Чемен


Чемен паттăр


I

Авал, чăваш çĕрĕнче

Сăрпа Ăтăл хушшинче,

Шур cухаллă ватăсен

Ашшĕ-амăш йышĕнче,

Пурăннă тет пĕр паттăр,

Ăна чăваш пуç çăптăр,

Çавăн ятне ăстуса,

Ĕçĕсемшĕн тав туса,

Эпир пуçа таятпăр,

Чăн çăмаха пуçлатпăр.

 

II

Çăв паттăра чăвашра

Чемен тесе чĕннĕ тет,

Ун пек улăп таврара

Тек ниçта та пулман тет.

 

Ирхи шуçăм килеспе

Чемен паттăр яланах

Хире тухса шăхăрнă,

Урхамахне йыхăрнă.

Улма-чăпар айăра

Тăрă шывпа шăварнă,

Çилхине тура-тура,

Сĕлĕ парса хăварнă.

Ĕçне-хĕлне чухласа

Тимĕр тумне тăхăннă,

Чăваш çĕрне сыхласа,

Хурал тăма тытăннă.

Чемен ячĕ таврара

Пур тăшмана чĕтретнĕ,

Мĕнпур чăваш-пăлхара

Патвар пулма вĕрентнĕ.

 

Чылай ĕмĕр çак Чемен

Хурал тытнă тăрăшса,

Анчах вăхăт хĕрхенмен —

Вăл та пынă хавшаса.

 

III

Пĕррехинче улăха

Чемен пухать халăха:

«Ăн хурланăр кăлăхах,

Малалла