Хвети (Хĕветĕр) — XIX ĕмĕрĕн çурринче тури чăвашсем хушшинче пурăннă юрăçă тата такмакçă. Вăл 1813 çул тĕлĕнче çуралнă. Хăш-пĕр тĕпчевçĕ ăна Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи Станьялта пурăннă Федор Погодейкин ямшăк тесе шутлать. Хăçан вилни паллă мар.
Унăн юррисене 1833 çулта вырăс поэчĕ Д.П.Ознобишин çырса илнĕ, вĕсене çав çулах Хусанта тухса тăнă «Заволжский муравей» журналта пичетленĕ. Унта 10 çавра (строфа) кĕнĕ. Чăвашла текстсемпе пĕрле вырăсла куçарусене те панă. 1834 çулта Хвети сăввисене тепĕр хут А.А. Фукс пичетлет. Д.П. Ознобишин кĕртнĕ çаврасем çумне тата 8 çавра хутшăнать. Хвети хайлавĕсем К.Ф. Фуксăн 1840 çулта Хусанта тухнă кĕнекинче кун çути курнă. Унта автор ятне «Из чуваш, Феди» тесе кăтартнă. Д.П.Ознобишин та юрăç ятне «Феди» тесе асăнать.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Миçе çын пăхнă е вуланă ? 647 ...
Питĕ чуна пырса тивекен сăвă...
Ĕлĕк , вуншар çул каялла , тейĕпĕр , вул...
Пĕр калаврах ĕç-пуçĕ целăй романлăх !!!
Мана питĕ килĕшрĕ...
Вуланă ...
Енчен те " кĕрхи кунсем иртмеççĕ кăлăх"п...
Тем, сăвăн тĕллевне ăнланаймарăм, каçарă...
Ара , криминал та ку ! Çавăнпа та КУЛĂШЛ...
"Виççĕмĕш страница çитсен сасăпах кулкал...