Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юманлăхра çапла пулнăÇут пайăркаВӗре ҫӗленМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Пепке çуралсан...Сулпикепе Валĕм хунКĕтмен венчет

Телейпе çӳрĕр!


Анне çапла калатчĕ... Малтан эп ăнланман ун сăмахĕсене. Халь, паян, ăнлантăм...

Телейпе çӳрĕр!!! Вырăссем пек «до свидания» мар — телейпе çӳрĕр! Телейре пĕтĕмпех пур иккен — сывлăхĕ те, ăнăçăвĕ те, пуласлăхпа укçи-тенки те... Пĕтĕмпех... Тавах сана анне!!!

Мĕншĕн, куккук, хăва тĕмĕнче...


Мĕншĕн, куккук, хăва тĕмĕнче

Куллен-кунах куклатса ларатăн?

Мĕншĕн эсĕ, пирĕн çут тĕнче,

Пĕр уяса, пĕр çилпе улатăн?

Мĕншĕн, хĕвел, ялан пăхмастăн?

Мĕншĕн çумăр кăларса тăлхратăн?

Мĕншĕн, куккук, мана пăхмастăн?

Куллен-кунах тĕм çинче ларатăн.

Эпĕ те сан пекех тăлăххи,

Эпир пĕрле пулса ларар-и?

Санпа манăн шухăшсем пĕр-и?

Пĕр пулсассăн, пĕрле пурнар-и?

Мĕншĕн эсĕ, çамрăк тăванăм...


Мĕншĕн эсĕ, çамрăк тăванăм,

Пуçа усса хирте çӳретĕн?

Пĕр пуç халлĕн сарăхса кайнă.

Мĕншĕн чунна хуйха ӳкертĕн?

Ĕмĕтпе пурнăçна пурăнсан,

Савнă лашу ӳксе вилчĕ-и?

Е пус хушшинче юрласан,

Сана темле шухăш кĕчĕ-и?

Е пĕр хирти сарă пăрчăкан

Тӳртĕн хыпар кӳрсе пычĕ-и?

Е тахçанах сиснĕ хыпарăн

Сăмахĕ чăн тĕрĕс пулчă-и?

Анчах, савнă çамрăк тăванăм,

Сан хуйхăна эпĕ пĕлеймĕп,

Ху хуйхăна мана калаймăн,

Ăна санран ыйтма хăяймăп.

Асамат


Çуллaxи кун. Хĕвел выляса та кулса тӳпене хăпарчĕ. Кăнтăрла тĕлĕнче, шăрăх… Çумăр умĕнхи çанталăк. Пăчă. Эпĕ пӳртрен тухса верандăна вырнаçса лартăм. Алла кĕнеке тытса вулама пуçларăм. Кĕç çуллахи ăшă çумăр пуçланчĕ. Малтан лĕш-лĕш, кайран самаях çума пуçларĕ. Çумăр хыççăн веранда чӳречинчен ахах пĕрчĕллĕ асамат кĕперĕ курăнчĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ, выляса та кулса сиксе кĕчĕ те ман ал тупанĕсене, кĕнеке çине ӳкрĕ. Илемлĕ мерчен, пин—пин ахах пĕрчисем çунaççĕ.

Пĕр пĕрчи уйрăлса ман сылтăм ал тупанĕсене ларчĕ, калаçма пуçларĕ:

— Эпĕ Асамат ятлă, манăн шăллăмсемпе йăмăксем нумай. Эпир пĕрле пĕрлешсен «асамат кĕперĕ» пулатпăр.

— Эсĕ тата мĕн ятлă? — ыйтрĕ вăл манран.

— Эпĕ Ростислав ятлă, хам 5 класра вĕренетĕп.

— Лайăх вĕрен, тепре тĕл пуличчен, — терĕ те вăл мана, çухалчĕ.

Эпĕ сасартăк вăранса кайрăм.

Романтикăллă тĕлĕрӳ


(поэма сыпăкĕ)

Тра-тара-рам...

Трам-тарам...

Тарам...

Тарам...

Трам...

Кăвак тĕтрен

Явçать умра,

Сарлать тавра,

Ирлет шавра

— Ас илĕм,

Вилĕм...

Хĕм...

Ак — инçетрен

Сассем чĕрлеç,

Сăр-сăр сĕрлеç,

Тавра ирлеç,

Трам... тăр-тăр-тăр-р-р...

Трам-тăр-р-ррр...

Трам...

Там...

Трам-тар...

Трам-там...

— Параппан сасси...

Хăраман хăшши

— Хурашар хушши...

Утăм пар!

Çăвар

Кар!

Çĕр алă — пĕр тан

Çăран сулаç.

Çĕр ал хăлаç

Çĕр айĕ варлаç

Полкшерĕн.

...шерĕн,

Малалла

Урамра халь çанталăк киревсĕр...


Урамра халь çанталăк киревсĕр,

Вут çунать çеç ачашшăн, илемлĕ.

Черене лăплантартăр киленĕç,

Шурă юрĕ çусассăн та темлĕн.

 

Çил-тăман ахăрсан çут сӳнтерчĕç,

Эс вара... Эс тата та илемлĕ...

Шĕл кăвар вучахра çук çĕтеймĕç

Туйăмсем — кĕлеткӳ сан черченкĕ...

 

Ăсатса эп сана чăп чуп тăвăп,

Эс ан кайччĕ — çанталăкĕ путсĕр...

Кирлĕ мар тăхăнма хура тăлăп —

Шурă тум килĕшет сана шутсăр!

 

Вучахра ак кăвайт кăварланĕ,

Çĕр улми пĕçерме унта пулĕ...

Эп хăяр, ак, кăçал тăварланă...

Эс юлсамччĕ — çăвать шурă юрĕ...

А.Г. Николаевпа пĕрле


Пĕррехинче эпир аттепе сурăхсем пăхма кайрăмăр. Хутаçа тутлă апат-çимĕç чикрĕмĕр. Асаттен пушшине илсе уя тухрăмăр Çанталăк юмахри пек хитре, ăшă, янкăр хĕвел пăхать. Çӳресен-çӳресен сурăхсем выртрĕç.

Эпир аттепе апатлантăмăр та канма тесе пирĕнтен инçех мар ларакан утă купи патне кайса выртрăмăр. Выртсан-выртсан эпĕ çывăрса кайнă...

Çуралнă ял. Эпĕ ял варринче тăратăп. Юнашар — Андриян Григорьевич Николаев. Пĕр-пĕрне сывлăх сунатпăр. Мана хăйпе пĕрле космоса пыма чĕнет. Çӳлти тĕнче çинчен эпир тăван ен урокĕсенче вĕреннĕ-ха... Пĕр сăмахсăрах А.Г. Николаевпа килĕшрĕм. Акă эпир иксĕмĕр космоса çитрĕмĕр.

Андриан Григорьевич: «Женя, сан мĕнле планета курас килет?» «Марс, Марс çинче пулса курас килет», — тетĕп. Нумай та вăхăт иртмерĕ эпир Марс çине те çитрĕмĕр. Унта та сурăхсем çӳреççĕ. Кунта та ман вĕсене пăхмалла иккен. Халĕ эпĕ вĕсене аттепе мар, Андриян мучипе пăхатăп.

Вăл мана Марс çинчи пурнăçпа паллаштарать, хаш-пĕр япаласене тыттарса та кăтартать. Унта лайăх пурнăç. Çынсем пĕр-пĕринпе хирĕçмеççĕ, усал сăмахсемпе калаçмаççĕ, эрех ĕçмеççĕ.

Марс çинче çӳренĕ хыççăн эпир Хĕвел патне çитрĕмĕр. Аттепе анне валли мĕн те пулин илсе таврăнас-ха космосран тесе шутлатăп. Хĕвел пайăркине аттепе анне, пиччепе аппа, йăмăкпа шăллăм, асаттепе асанне валли кĕсьене чикрĕм. Андриан Григорьевич манна çăлтăрсемпе те паллаштарчĕ. Унта та эпĕ тăвансем валли çутă çăлтăр пайăрки илтĕм.

Малалла

Этем


Çĕр çине тĕренсе тăтăм çирĕп,

Ал çинче çĕклерĕм хĕвел.

Курăнатăп çапла: мăшăр чăмăр,

Эпĕ– вĕсен хушшинче.

Миме тĕпĕ, миме сийĕ

Питĕ тарăн, руда сийĕ майăн.

Вĕсенчен кăларап кăмрăк евĕр,

Вĕсенчен шăратап хурçă евĕр

Карапсем, сухалантăр шыв-шурĕ,

Пуйăссем, явалантăр тип çĕрĕ.

Самолечĕ – этем чĕртнĕ кайăк,

Ракети – çын алли чĕртнĕ çиçĕм.

Çаксене пĕтĕмпех эп кăлартăм

Çаврака Çĕр пек пуçăмран.

Хĕвел чăмăрĕ пек пуçăм:

Телейпе кун çути шевлелет,

Вĕртерет Çĕр питне чĕрĕ сывлăш,

Тĕнчене тултарать çынсемпе.

 

Мĕн вăл мансăр çав çĕр?

Çап-çара,

Вĕçсĕр уçлăх сĕмне кĕрсе çĕтнĕ

Шатра питлĕ, лапчăк çăмха,

Катăк уйăх çинче сăнне курнă

Тĕкĕрти

Виле – ĕмĕлке…

 

(вырăсларан куçарнă)

Тем йывăрăш пулсассăн та инкек...


Тем йывăрăш пулсассăн та инкек

Арçын ӳкмест.

 

Сăрта хаярлăн ватĕ чăл та пар,

Арçыншăн ку вăл нимĕнех те мар.

 

Çĕр пек капмар пулсассăн та хĕн-хур,

Арçынăн кĕрешме хăвачĕ пур.

 

Тата çапла арçын вăл ĕлĕкрен:

Курать вăл хур пĕр пĕчĕк элекрен.

Каçар, аннем...


Асран кайми, аннем-хĕвелĕм

Каçар мана, каçар мана.

Сан ӳкĕте кĕме пĕлмерĕм,

Кил пăрахса ютра çӳрерĕм

Касар, аннем, каçар мана.

 

Асран кайми, аннем-хĕвелĕм,

Каçар мана, каçар мана.

Аттем çукран ачаш эп ӳсрĕм,

Мĕн ачаллах килтен эп писрĕм,

Каçар, аннем, каçар мана.

 

Асран кайми, аннем-хĕвелĕм,

Каçар мана, каçар мана.

Ютра юрла-юрла çӳрерĕм,

Юррăмсене, тен, илтеймерĕн,

Каçар, аннем, каçар мана.

 

Асран кайми, аннем-хĕвелĕм,

Каçар, аннем, савсам, аннем.

Юрла-юрла килех эп килтĕм,

Юррăмсене санран эп илтĕм,

Юрлар, аннем, юрлар, аннем.

■ Страницăсем: 1... 712 713 714 715 716 717 718 719 720 ... 794