Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -22.7 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫак кунсенче Шупашкарти «Перфектум» издательствӑра Галина Зотова пухса хатӗрленӗ «Первая награда отца» (чӑв. ~~Аттен пӗрремӗш награди~~) ятлӑ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ӑна автор хӑйӗн укҫипе кӑларнӑ.

Кӗнекене Красноармейски районӗнчи __Тусай__ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономне, Етӗрне районӗнчи «Заветы Ильича» (чӑв. ~~Ильич халалӗ~~) колхозра агрономра, тӗп агрономра тата 16 ҫул хушши колхоз ертӳҫинче тӑрӑшнӑ Александров Вячеслав Александровича халалланӑ. Кӗнекери хайлавсене вырӑсла, чӑвашла тата акӑлчанла ҫырнӑ.

Хуплашкине Александр Велькин, макетне Рина Димитриева хатӗрленӗ. Кӗнеке ӑна пухса хатӗрлекен Зотова Г.В. ҫинчен каласа панипе уҫӑлать. Унтан Алексей Зотовӑн «Семья — семь Я» статьи, Вячеслав Александровичӑн биографийӗ, Галина Зотовӑн «Первая награда отца» тата «Атте халапӗ» калавӗсем, Вячеслав Александров хайланӑ сӑвӑсем вырӑн тупнӑ.

Етӗрне районӗн сайчӗ кӑҫал Вячеслав Александровичӑн 85 ҫулхи юбилейӗ ячӗпе самаях пысӑк материал вырнаҫтарчӗ. М.И. Ильина хатӗрленӗ ҫак статья та кӗнекере кун ҫути курнӑ. __Етӗрне районӗнчи__ __Кӑкшӑмри__ шкулта та Александрова халалласа уяв ирттерчӗҫ, шкулти биологи учителӗ, Александровсен кӗҫӗн хӗрӗ, Валентина Константинова ку уявра тунӑ «Жизнь прожить — не поле перейти» (чӑв. ~~Ӗмӗр сакки сарлака~~) доклад та вулаканшӑн интереслӗ пуласса шанатпӑр. Хӑй вӑхӑтӗнче Вячеслав Александрович ҫинчен «Советская Чувашия» хаҫатра Юрий Фалатов «Трезвый расчет» ятлӑ самаях пысӑк статья пичетленӗччӗ, ку статьяна та кӗнекене вырнаҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне Мускаври «Советская Россия» издательствӑра 1987-мӗш ҫулта районти тӑватӑ председателе халалласа Александр Никишин «Четверо ищут миллион» (чӑв. ~~Тӑваттӑн миллион шыраҫҫӗ~~) ятлӑ кӗнеке кӑларнӑччӗ, Александров ҫинчен ҫырнӑ хӑш-пӗр сыпӑкпа вулакан паллашма пултарать. Етӗрне район хаҫатӗнче пичетленнӗ Н. Трофимов ҫырнӑ «Пурнӑҫ «урапи» анлӑ статья та интереслӗ. Галина Зотовӑн «Йӑлтах аннене пула» тата Ирина Зотовӑн «Бабушкина медаль» калавӗсем, Рина Димитриевӑн (Александровӑн) тата Галина Зотовӑн сӑввисем вулакансене килӗшессе шанатпӑр.

Кӗнекере сӑнӳкерчӗксем чылай.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 03

1930
96
«Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1937
89
Чебанов Анатолий Софронович, чӑваш драматугӗ, сӑвӑҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть