Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑваш кӗнеке издательстви шкул ачисем хушшинче «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем» ятлӑ конкурс ирттерчӗ. Конкурса хутшӑнакансем тӗрлӗ номинаципе ӑмӑртрӗҫ: кӗнеке тӑрӑх хаклав ҫырасси, ӳкересси, эссе, хӑй тӗллӗн кӗнеке ӑсталасси. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫулне кура палӑртнӑ: кӗҫӗн, вӑтам тата аслӑ ҫулхисем. Кашни номинацире пӗрер ҫӗнтерӳҫӗ, унсӑр пуҫне темиҫе лауреат, ачасен ертӳҫисене чылайӑшне Тав хучӗпе палӑртнӑ. Конкурса республикӑри пур районтан та, унсӑр пуҫне Самартан, Тутар Республикинчи Пӑваран тата Ҫарӑмсан районӗсенчи ачасем те хутшӑннӑ. Пурӗ 365 ӗҫ.

Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Шупашкарти ача-пӑча вулавӑшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсен чыславӗ иртрӗ. Библиотека залне хутшӑнакансен кӗнекисемпе тата ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Вӗсене пӑхсан тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗн: мӗн чухлӗ ӑста пулас художник ҫитӗнет Чӑваш Республикинче! Ӗҫсем пӗри тепринчен хитререх! Хӑй тӗллӗн хатӗрленӗ кӗнекесем те чуна илӗртеҫҫӗ.

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи __Питӗркасси__ (ертӳҫи Людмила Жукова), Хусанушкӑнь (ертӳҫи Светлана Яруткина) тата __Штанаш__ (ертӳҫисем Галина Зотова тата Марина Чучакова) шкулӗсен вӗренекенӗсем те ку конкурса хаваспах хутшӑннӑ: хӑй ӑсталанӑ кӗнеке тата писатель кӗнеки тӑрӑх ӳкерчӗк хатӗрленӗ. Штанаш шкулӗн вӗренекенӗсем Чӑваш халӑх сайчӗ ирттернӗ конкурсри хайлавсене тата «Тантӑшра» пичетленнӗ материалсене пухса 8 кӗнеке ӑсталанӑ, пуҫламӑш класс ачисем ӳкерӗк конкурсне хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем хушшинче Штанашри 5-мӗш класс вӗренекенӗ те пур: Манин Станислав лауреат ятне тивӗҫнӗ, ӑна диплом тата парнесем парса чысларӗҫ. Конкурса хутшӑннӑ кашни вӗренекен Чӑваш кӗнеке издательствин Сертификатне илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ. Людмила Жуковӑпа Галина Зотовӑна Чӑваш кӗнеке издательствин Тав Хучӗпе чысларӗҫ.

Чыслав ҫӳллӗ шайра иртрӗ, пухӑннисене Чӑваш кӗнеке издательстви, «Тантӑш» хаҫат, вулавӑш ӗҫченӗсем саламларӗҫ. Ачасене библиотека тӑрӑх экскурси те ирттерчӗҫ. Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллашрӗҫ. Уявра Никита Родионов ҫамрӑк юрӑҫ хӑйӗн илемлӗ сассипе чуна тивекен чӑваш юррисемпе пухӑннисене савӑнтарчӗ.

__http://chuvrdub.ru/2014/foto_kray_17062014.html|**Сӑнсем**__ (14)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 05

1892
133
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
86
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
75
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
66
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
64
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть