Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Красноармейски районӗнчи__ __Тусай__ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ Александров Вячеслав Александрович (20.05.1929–05.10.2005) пурнӑҫӑн ытларах пайне __Етӗрне районӗнчи__ __Кӑкшӑм__ ялӗнче пурӑнса ирттернӗ.

Ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗҫленӗ, малтан Тусай ялӗнче колхоз ӗнисене ҫулталӑк хушши пӑхнӑшӑн медаль илме тивӗҫлӗ пулнӑ, унтан ял хуҫалӑх институтӗнчен вӗренсе тухсан агрономра тӑрӑшнӑ — малтанах Тинӗсҫум енӗнче, унтан Етӗрне районӗнче. 16 ҫул хушши агрономра тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн ӑна «Заветы Ильича» колхоз председателӗн пуканне шанса параҫҫӗ, хуҫалӑх ертӳҫин ҫӑмӑл мар лавне вӑл мӗн пенси ҫине тухичченех 17 ҫул хушши туртнӑ. Колхоз территорийӗнчи чӑн-чӑн хыр вӑрманӗсем халӗ уй-хире илем кӳреҫҫӗ, мӗн чухлӗ йывӑҫ ларттарнӑ вӑл ертсе пынипе! Ял хушшине асфальт сарнӑ, культура, автовокзал ҫурчӗсем, колхозниксемпе специалистсем валли ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленӗ. Колхоз районта кӑна мар, республикӑра та малтисен шутӗнче пулнӑ. Сӑмах май колхозӗ халӗ те арканса кайман. Сывлӑхӗ хавшанине пӑхмасӑрах Вячеслав Александрович Кӑкшӑмри шкулта музей уҫса йӗркелесе хӑварчӗ. Унӑн кӑкӑрне икӗ орден тата чылай медаль илемлететчӗ. Пурӑннӑ пулсан ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл 85 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ.

Ҫак ятпа район сайчӗ ҫинче архив материалӗсем тӑрӑх чуна тивмелли материал вырнаҫтарнӑ. Кӑкшӑм шкулӗнче паян ӑна асӑнса шкул ачисемпе тӗлпулу йӗркелерӗҫ. Александровӑн кӗҫӗн хӗрӗ __Пӗрҫырланта__ тата __Кӑкшӑмра__ биологи тата хими учителӗнче тӑрӑшакан Константинова Валентина Вячеславовна ашшӗн кун-ҫулне йӗрлесе сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хӑтлав (презентаци) хатӗрленӗ. Вӑлах пухӑннӑ хӑнасене нумай ҫул ӳсекен чечексем парнелерӗ, Вячеслав Александрович ячӗпе шкул пахчинче Хӗрлӗ кӗнекене кӗнӗ 4 тӗрлӗ чечек тата темиҫе сайра тӗл пулакан тӗмӗсем лартассине йӗркелерӗҫ.

Пухӑннисем умӗнче Вячеслав Александрова асӑнса Кӑкшӑм ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Константин Михайлов, 7-мӗш бригада бригадирӗнче нумай ҫул хушши вӑй хунӑ Ольга Петрова, Кӑкшӑм библиотекарӗ Зинаида Изоркина, шкул директорӗ Валентина Корчева, культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем Еленӑпа Александр Шаровсем, Нина Арестова тата Вячеслав Александрович тӑванӗсем Раиса Бельская, Галина Зотова, Ирина Григорьева, Людмила Александрова чылай ӑшӑ сӑмах каларӗҫ. Ырӑ кӑмӑллӑ, ир пуҫласа каҫченех колхоз уйӗсем тӑрӑх чупни сая кайман, колхозра пысӑк тухӑҫлӑ тырпул туса илнӗ, колхозниксен ӗҫ укҫи те самаях ӳснӗ. Сцена ҫинче те вылянӑ, купӑс та каланӑ, пыл-хурт ӑсти пулнӑ, профсоюз председателӗнче чылай ҫул хушши тӑрӑшнӑ, ревизи комиссин председателӗ пулнӑ, ватӑсен канашне ертсе пынӑ,шкулта кӗтнӗ хӑна пулнӑ, шкулта Хӗл мучи пулса ачасене премӗк-канхветпа савӑнтарнӑ, фотоаппаратпа сӑнӳкерчӗксем тума та вӑхӑт тупнӑ, Васса Анисимовнӑпа пилӗк ача ҫуратса пурне те аслӑ пӗлӳ илме пулӑшнӑ. Хаҫат-журналпа туслӑ ҫыхӑну тытнӑ, хӑй те «Торф — паха им-ҫам» ятлӑ кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Мухтава тивӗҫлӗ ҫӗр ӗҫченӗн — «Хисеплӗ колхозникӑн» тата «Хисеплӗ председателӗн» — ӗҫне вырӑнти халӑх малалла тӑсать.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 05

1892
133
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
86
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
75
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
66
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
64
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи